Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк тухăç никĕсĕ — паха вăрлăхра

Пысăк тухăç никĕсĕ — паха вăрлăхра

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене черетлĕ çур акире акса хăварма, палăртнă ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, пĕтĕмпе 3990 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна вара ытлашшипех — пурĕ 5200 тонна хатĕрленĕ. Пĕтĕм вăрлăх ака стандартне туллин тивĕçтерет.

Çанталăк условийĕсене пула кĕрхи культурăсем хĕл каçма пултарасси шанчăклах мар пулни те ял хуçалăх организацийĕсене вăрлăха кирлинчен ытларах хатĕрлеме хистерĕ, паллах. Çакна шута илсе вĕсенче страхлав фондне тивĕçлĕ таран çирĕплетме кирлине ăнланнă.

Малашлăха курса ĕçлекен хуçалăхсенче çĕнĕ вăрлăхсене те сахалах мар, округĕпе илсен, пурĕ 471,7 тонна туяннă. «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче черетлĕ çур акире усă курма 95 тонна яхăн (çав шутра Ликамеро, Ульяновская 100 çурхи тулă, Ульяновец пăрçа, Драгун сĕлĕ, Льговская вика, Вега 87 люцерна) элита тата супер элита репродукцири вăрлăхсене кỹрсе килнĕ. Пулас тыр-пул тухăçĕшĕн тăрăшса акционерсен «Прогресс» хупă обществинче, Ленин ячĕллĕ, «Труд» ЯХПКсенче, «Урожай», «Яманчурино», «Нива» агрофирма», «АСК-Яльчики ОООсенче, «Комбайн», «Сатурн» ЯХПКсенче, В.Васильев, Б.Головин, А.Петров, В.Смирнов, Ю.Цветков, А.Филиппов, Н.Тихомиров хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене хăйсене кирлĕ таран туянма пултарнă.

Çур аки кунран-кун çывăхланса пынă май «Раççей ял хуçалăх центрĕн» республикăри филиалĕ ял хуçалăх организацийĕсемпе уйрăм çынсене ỹсен-тăран ỹссе аталанма тата тухăçа ỹстерме пулăшакан биопрепаратсемпе тивĕçтернине те аса илтерсе хăваратпăр.

О.КАРСАКОВ,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн округри уйрăмĕн тĕп агрономĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code