Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Теприн сывлăхне упракансене тав!

Теприн сывлăхне упракансене тав!

Хăйĕн юратнă профессине парăннă тĕрлĕ çын пурăнать çĕр çинче: хурçă шăратакан, тыр-пул çитĕнтерекен, тракторист, тухтăр, сăвăç, артист… Кашниех хăйĕн вырăнĕнче маçтăр, ĕçе пĕлсе пурнăçлакан.

Паянхи сăмахăм тухтăрсем пирки манăн. Тĕлĕнмелле ырă çынсем вĕсем — медицина ĕçченĕсем. Теприн сывлăхне упракансем, пысăк çынлăхлă та пуян чунлăскерсем хăйсен вăй-халне, сывлăхне хĕрхенмеççĕ. Вырăссен паллă ученăйĕ Николай Иванович Пирогов академик медицина ĕçченĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă: «Çыннăн телейĕ, пуянлăхĕ унăн сывлăхĕнче. Ыттисене телей тупма пулăшакан телейлисен ушкăнне кĕрет».

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи врач офисĕ çумĕнчи васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекен Ольга Николаевна Яковлевăпа Светлана Васильевна Алексеева медицина ĕçченĕсен пысăк тимлĕхне пула чылай çын вилĕмрен юлать. Чирлĕ çын патне вăхăтлă çитсе кирлĕ пулăшу пама ĕлкĕреççĕ вĕсем. Хаяр чир мана та çыпăçрĕ. Маларах асăннă ырă çынсем пулăшнипе ура çине тăма май килчĕ. Сывлăх та телей сунатпăр сире, хисеплĕ шур халатлă ĕçченсем! Ĕмĕрĕпе хавхаланса çитĕнỹсемпе пурăнмалла пултăр. Ватă çын пехилĕ çитет, теççĕ халăхра. Йышăнсамăр ăна чĕререн.

Николай БОГДАНОВ. Кивĕ Арланкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code