Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Манăн тĕллев — çынна пулăшасси

Манăн тĕллев — çынна пулăшасси

Елена Веняминовна Григорьева Канаш хулинче кун çути курнă. Хĕр ача 3 çулта чухне çемье тăван тăрăха куçса килнĕ. Ачалăхĕ вара унăн Аслă Таяпа ялĕнче иртнĕ. Елена Блиновсен çемйинчи виçĕ ачаран — чи асли. Унсăр пуçне Петĕр шăллĕ, Светлана йăмăкĕ çитĕннĕ.

Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищинче пĕлỹ илнĕ хĕр, пĕр вăхăт реанимаци уйрăмĕнче вăй хунă.

1996 çулта Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. 2001 çулта унтан вĕренсе тухсан Шупашкарти биотехнологи колледжĕнче ĕçленĕ. Çамрăк шаннă ĕçе ỹркенмесĕр, чунтан пурнăçласа пынă.

2022 çулта Елена Блинова Тăрăм каччипе Олег Никитич Григорьевпа çемье çавăрнă. Малтанах çамрăк кин «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Çапах та унăн тивĕçĕ çынсене сиплесси тата пулăшасси пулнине лайăх ăнланнă хĕрарăм. Çакна шута илсе вăл ĕçленĕ вăхăтрах фельдшер специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн ăна Тип Тимеш ялĕнче ФАП заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ, 2007 çултанпа паянхи кунччен унта ĕçлет Елена. Инкеке лекнисене яланах пулăшма васкать вăл. Ку кăна та мар-ха, ФАПа килме пуçтарăннă çынсене хăйĕн автомашинипе килĕсене кайса илет, каялла та леçсе ярать. Кашни çынпа уйрăммăн калаçать.

— Эпĕ пациентсене мĕнлерех сипленсен аванрах пулассине тĕплĕн ăнлантарса паратăп. Сĕнỹ-канашпа пулăшатăп. Чылайăшĕ хăйне япăх туйсан та больницăна кайма тăхтаса тăрать. Çакă вара сывлăха тата ытларах хавшатма пултарни çинчен аса илтеретĕп, — палăртать медицина ĕçченĕ.

Çĕрлехи вăхăтра тутлă ыйхине татса пайтах çỹренĕ вăл çынсене пулăшма: пĕрин юн пусăмĕ ỹссе кайнă, теприне васкавлă укол тумалла… Ĕлĕкхи вăхăтра юн пусăмĕ хăпарнине ватă çынсен чирĕ тесе шухăшланă пулсан, хальхи вăхăтра унпа çамрăксем те нумаййăн нушаланаççĕ. Çакна шута илсе Елена Веняминовна кашнин хăйĕн сывлăхне мĕн çамрăкран упрама тăрăшмаллине — уçă сывлăшра ытларах пулмаллине, апата та пĕлсе çимеллине, чир историне тĕпчесе ку е вăл мелсемпе усă курса сипленмеллине ăнлантарса парать. Сывлăха упрассинче диспансеризаци витĕр тухни витĕмлĕ пулăшу панине пĕлтерет.

Инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама кирлĕ медикаментсем унăн яланах хăйĕнпе пĕрле. Елена Григорьева хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе анчах мар, ăшă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăрать. Ырă чунлă, пысăк çынлăхлă пулнăшăн хисеплеççĕ тата юратаççĕ хисеплĕ ĕçчене. Общество ĕçĕнче те пит хастар вăл. Юрлама та ăста, спортра правур. Тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнса округ, республика шайĕнче пĕрре анчах мар малти вырăнсене тивĕçнĕ.

Елена Григорьева кулленхи пархатарлă ĕçĕшĕн нумай хутчен сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн, ял тăрăхĕн администрацийĕн, округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

Григорьевсен çемйи туслă. Мăшăрĕпе икĕ ывăл — Максим тата Алеша — çитĕнтернĕ вĕсем. Максим Шупашкарта проект институтĕнче ĕçлет. Алеша — салтакра. Вĕсен малашлăхĕ пысăк.

Хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытать çемье. Сăвăнакан ĕни анчах тăватă пуç.

— Ялта пурăнса выльăх-чĕрлĕх епле усрамăн? Ĕлĕкрен ватăсем: «Ĕне — çур пуянлăх», — тенĕ. Чăнах çапла, ĕне пулсан сĕтел юр-варпа тулли. Паллах, пысăк выльăха пăхма çăмăл мар, апла пулин те хăнăхнă ĕçе пăрахма шутламастпăр, — тет вăл.

Кахал çын вара ĕне мар, чăх та усраймасть. Ĕçчен çын ту çинче те тырă çитĕнтерет тени тỹрре килет мар-и?

Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code