Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен Пуçлăхĕпе — тỹрĕ лини

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе — тỹрĕ лини

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев апрелĕн 9-мĕшĕнче 18.00 сехетре «Тỹрĕ лини» ирттернĕ. Вăл 2 сехет те 27 минута тăсăлнă.

Ăна унăн телеграм-каналĕнче, «ВКонтакте» социаллă сетьри страницăра, «Чăваш Республики» ушкăнра, Наци телевиденийĕпе курма, Наци радиовĕпе итлеме пулнă. Колл-центр 150 ытла ыйту йышăннă. Май пуррипе усă курса республикăра пурăнакансем, паллах, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене уçăмлатма тăрăшнă. Олег Николаев 50 ыйту çине хурав пама ĕлкĕрнĕ.

Денис Спирин Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама мĕншĕн пăрахнин тата унăн ĕçне мĕнле хак пама ыйтни çине Олег Николаев пуçлăх маларах предприниматель пулса ĕçленине, кадр конкурсĕ витĕр тухнине асăнса хăварнă. Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, вăл ĕçрен кайни хулашăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тумашкăн командăна вăйлатайманнипе, кирлĕ çынсене явăçтарайманнипе çыхăннă.

Автомобиль çулĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси тата вĕсене юсасси пирки те тăтăшах аса илеççĕ, яланхи калаçу пекех. Çулталăк пуçланнăранпа çак ыйтупа регионти ертсе пыракан центра 1095 çăхав килнĕ.

— Çулсене йĕркене кĕртессипе тăтăшах ĕçлесе пыратпăр пулин те, Лапсар тăкăрлăкĕпе Сĕнтĕрвăрри çулĕ палăрмаллах япăхланнине йышăнма тиветех. Çакă ку таранччен пурнăçланă пысăк ĕçсен курăмлăхне чакарать. Лапсар тăкăрлăкне кĕркунне юсама тытăнмалла. М-12 трассăна тунă чухне пăсăлнă çулсене те йĕркене кĕртетпĕр, — тенĕ Олег Николаев. Чăваш Енри çулсене тунăранпа нумай вăхăт иртнĕ. Ун чухне урăх стандартсемпе усă курса хывса хăварнă никĕс, паллах, паянхи требованисене тивĕçтереймест. Çавăнпа М-12 çула тунă чухне вĕсенчен чылайăшĕ пăсăлнă. РФ Президенчĕ те çакна пĕлет. Вăл ку ыйтăва татса парас ĕçе хутшăнма шантарнă.

Шупашкарта пурăнакан Маргарита Леонтьевăна тахçан хăй усă курнă çĕре харпăрлăха куçарайманни пăшăрханать. Ыйту çине татăклă хурав илнĕ вăл: хула аталанăвĕ валли уйăрнă çĕре халăха усă курма панă, унта çĕр улми таранах лартнă. Анчах ăна харпăрлăха куçарма ирĕк памаççĕ. Красноармейски округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчен «тỹрĕ линие» видеоçырупа тухнă. Ял çыннисем çĕнĕ шкулшăн тав тунă. Çав вăхăтрах вĕсем шкул йĕри-таврашне кирлĕ пек пăхса-йĕркелесе тăманни çинчен те каламасăр тăман. Олег Николаев видеора панă ыйтăва уçăмлатасси çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра Чăваш Енри шкулсене хăтлăх кĕртме ятарлă стандарт хатĕрлесе çитернĕ. 2023 çулта 39 шкула хăтлăх кĕртнĕ, кăçалхи ĕç планĕнче — 50 шкул. Шкулсен кулленхи пурнăçĕнче ытти ыйтусем те сахал мар. Муркаш тăрăхĕнчен шăнкăравланă çынна, тĕслĕхрен, хăçан тăван чĕлхе уççăн та тĕреклĕн янăрама тытăнасси кăсăклантарнă. Республика Пуçлăхĕ çак ыйту çине:

— Паянхи кун республикăра ачасене чăваш чĕлхине вĕренме çăмăлрах пултăр тесе вĕренỹ методикине çĕнĕрен йĕркелесе янă, çĕнĕ пособисем хатĕрлесе çитернĕ. Интерактивлă пособисем çĕнĕлле вĕренме параççĕ. Хальхи вăхăтра хула шкулĕсенче чăвашла калаçакансен клубĕсем йĕркелени те ырă пулăм. Чăваш чĕлхине аталантарассишĕн малашне те пĕрле ĕçлемелле, — тесе хуравланă.

Хуçасăр йытăсемпе çыхăннă ыйту та республикăра çав-çавах çивĕч тăрать. Йĕрке тăрăх, килсĕр йытăсене ветеринари пунктне илсе пырса тĕрĕслемелле, прививка тутармалла. Килсĕр йытăсен пункчĕ хальхи вăхăтра Шупашкар округĕнчи Кỹкеçре вырнаçнă. Малашне ăна (150 вырăнлăх) Çĕмĕрлере уçма палăртаççĕ — укçине те уйăрнă. Олег Николаев шучĕпе, килсĕр йытăсен хисепĕ нумайланса пыни çынсен явапсăрлăхĕпе те тỹррĕнех çыхăннă.

«Тỹрĕ линие» шăнкăравласа çитнисем Çĕнĕ Шупашкарти Атăл çыранне (анат çыранран çĕнĕ çăлав станцийĕ таран) хăçан хăтлăлатасси, Павел Данилова арестлени, Етĕрне округĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ çула çутăпа тивĕçтерменни, Шупашкарти «Çĕнĕ хуларан» тухма чăрмавлă пулни, Улатăрти поликлиникăра флюорографи пỹлĕмĕ ĕçлеменни, Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта пурăнакансем хăйсен тĕпренчĕкĕсене кунти ача сачĕсене вырнаçтарайманни…пирки те ыйтнă. Олег Николаев пурин çине те уçăмлă хурав панă.

Ял хуçалăх темипе çыхăннă — кĕрхи культурăсем хĕллехи сивĕре шăнса пĕтнине пула тăкаксене саплаштарассипе çыхăннă ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Республика Пуçлăхĕ хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем 70 тĕрлĕ пулăшупа усă курма пултарнине палăртнă. Хăйсем тĕллĕн ĕçлес кăмăллă çынсене те нумай енлĕ тĕрев параççĕ. Ытти регионсенче çакăн пек йĕрке çук. Хĕл тапхăрĕнче кĕрхи культурăсен лаптăкĕсем сиенленнине шута илсе хушма пулăшу кỹмелли майсене те шыраççĕ. Вăтам ĕç укçин шайĕпе кăсăкланакансем те пур.

— 2022 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Ен бюджет сферин ĕçченĕсене ĕç укçи тỹлессипе чи лайăх 12 регион шутне кĕнĕ, — тенĕ Олег Николаев. Е тата: «Çĕмĕрле хулипе округне пĕрлештерсен мĕнле улшăнусем пулĕç?» — ыйту çине вăл:

— Хулапа округа пĕрлештерсен пысăк проектсене пурнăçа кĕртме май килĕ. Хулапа округ пĕр муниципалитетра пулни çул-йĕр ыйтăвĕсене татса парассинче те çăмăллăх кỹрĕ, — тенĕ.

Сăмах май, «тỹрĕ линие» тухнă Елчĕк округĕнче пурăнакан çын çар заданийĕсене пурнăçлама хутшăннă ветерансене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тивĕçекен çăмăллăхсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Ăна çапла ăнлантарса панă: 1995 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ «Ветерансем çинчен» федераци саккунĕн 16 статйипе килĕшỹллĕн çар заданийĕсене пурнăçлама хутшăннă ветерансене пурăнмалли çурт-йĕрĕн тăкакĕсене саплаштарма 50 процент чухлĕ компенсаци тỹлеççĕ. Çав шута нумай хваттерлĕ çуртри пỹлĕме тара илсе тытса пурăннăшăн тата пĕрлехи пурлăха юсанăшăн, капиталлă юсавшăн тỹлемелли виçе кĕрет. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн ытти çăмăллăхсене палăртман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code