Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ырри çинчен çеç шухăшлăр

Ырри çинчен çеç шухăшлăр

Пĕтĕм чир нервсенчен пуçланать тени тĕрĕс. Тарăхни, кỹренни, хăвăнпа хăв кăмăлсăр пулни пирĕн шухăшлава вăйсăрлатать çеç мар, пит-куçа та ватăлтарать.

Чи малтан иртнине хисеплеме вĕренмелле. Мĕн пулни тахçанах хыçа юлнă, ырă мар кăмăл-туйăм çинчен манмалла. Хăвăра хĕрхенме, айăплама, каç-арма вĕренĕр! Çынсен тивĕçсĕр хăтланăвĕсене те чĕре варне илмесĕр пурнăç сукмакĕпе пуçа усмасăр çирĕппĕн утма хăнăхăр.

Кулленхи пурнăçра çак ансат йĕркесене асра тытмалла:

япăх кăмăл-туйăмран паянах хăтăлма тăрăшăр;
кăмăла пăсрĕç пулсан усал шухăшсене сирĕр, кулăр;
кашни кунах ĕç вырăнне йĕркене кĕртме манар мар;
ирхине куçа уçнă-уçманах çак кун пирĕншĕн ăнăçлă иртĕ тесе шухăшлăр;
пĕрле ĕçлекенсене мухтама, ырă сăмах калама вĕренĕр;
хамăра валли парне туянар;
яланах илемлĕ пулма тăрăшар, çакна ыттисем хакламаççĕ пулин те;
хальччен мĕн тума пултарнине, хамăрăн çитĕнỹсене аса илсе ума тĕллев лартăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code