Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыр кăмăллăх марафонĕ

Ыр кăмăллăх марафонĕ

Республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон старт илнĕ.

Халăхăн авалхи йăлине — çынна май пур таран пурте пĕрле пулăшассине — малалла тăсни питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ Раççейри ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн чи пысăк проекчĕсенчен пĕри шутланать. Ăна пирĕн республикăра 1995 çултанпа ирттереççĕ.

Иртнĕ çул асăннă марафона хутшăнса Елчĕксем пухмача 347 пин те 896 тенкĕ уйăрнă.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире ырă кăмăллăх марафонне хутшăнма йыхравлатпăр. Укçа-тенкĕ куçармалли счетăн реквизичĕсем:

расчетный счет № 40703810075220160067 в Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанка г. Чебоксары

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609

ИНН 2128005408 КПП213001001

Получатель ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

Çавăн пекех мобильлĕ хатĕрсен пулăшăвĕпе, QR-кодпа та куçарма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code