Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кросс вăйлисене палăртрĕ

Кросс вăйлисене палăртрĕ

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтика кунĕнче, Елчĕкре округри чи пĕлтерĕшлĕ те массăллă спорт ăмăртăвĕ — «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çурхи пĕрремĕш кросс иртрĕ.

Пасар территорине, ăмăрту вырăнне, çуран чупма юратакансем 11 сехетченех пуçтарăнма пуçларĕç. Старта тухиччен вăхăт пуррипе усă курса пĕрисем çине тăрсах тĕрлĕ хускану турĕç, теприсем, çăмăл чупупа, асфальт çула «тĕрĕслесе» пăхрĕç. Ачасем тахçанах пĕр-пĕрне курманран ăшшăн ыталанни те, пĕрлехи сăн ỹкерчĕк туни те хăйне кура кăсăклă самантсем.

Çурхи кроса яланах ака уйăхĕн варринчен кая юлмасăр ирттерме тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен пĕр эрнеренех мала тухнисен республика чемпионатне хутшăнас пулать. Хальхи юбилейлă 45-мĕш кроса хутшăнакансене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Петрова саламларĕç, кашнинех ăнăçлă чупу сунчĕç.

Ăнăçăвĕ вăл, паллах, хатĕрленỹ тапхăрне епле ирттернинчен нумай килет. Пĕрремĕш ушкăнра тупăшнисенченех курăнчĕ çакă — нумайăшĕ пьедестал çине хăпарас тĕллевпех килнĕ ăмăртăва. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Ульяна Обручкова 500 метрлă дистанцире пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕн вăхăтне 6 çеккунт çĕнетрĕ. Арçын ачасенчен вара пĕлтĕрхине 2 çеккунт çитеймен.

Кроса хутшăннă 274 атлетран 16-шĕ пĕлтĕр те палăрнă. Уйрăмах шкул ачисем 2000 метра чупни кăсăклă пулчĕ. Аслă Елчĕкри Станислав Вастуловпа Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Никита Жукова пĕр-пĕринчен 1 çеккунт кăна уйăрчĕ. Иртнĕ çул та финиша çак йĕркепех çитнĕ — 2 çеккунт.

Ирина Галкина (Тỹскел), Валерий Медведев (Аслă Таяпа) «Елчĕк ен» хаçата тỹлевсĕр илсе тăма пуçлĕç тепĕр çур çула. Вĕсем виççĕмĕш çул çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Ку йышра Лаш Таяпари вăтам шкулта пĕлỹ илекен Егор Мустаев та. Шкул ачисене кашни çул тенĕ пек тĕрлĕ дистанцире тупăшма тивет те, ăна епле вĕçлессине тỹрех палăртма та хĕн. Анчах Егора пырса тивмест пулĕ ку: 9-мĕш класс ачи, аслăраххисемпе тупăшнăскер, иккĕмĕш призертан 21 çеккунт выляса илчĕ!

Кушкăри Яковлевсен çемйине те уйрăммăн палăртни вырăнлă. Алина Анатольевна, Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕнче ĕçлекенскер, хăйĕн ỹсĕмĕнче финиша 2-мĕш çитрĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ — Ярослав тата Анастасия — çĕнтерỹçĕсем.

«…..»

Николай МАЛЫШКИН.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем

1 ушкăн (2013 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем). 500 м. 1. Ульяна Обручкова (Аслă Елчĕк) — 1.43. 2. Алиса Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль) — 1.47.04. 3. Айгуль Юсупова (Лаш Таяпа) — 1.47.11; 1. Матвей Миллин (Елчĕк) — 1.36. 2. Александр Пчелов — 1.37. 3. Роман Павлов (Курнавăш) — 1.39.

2 ушкăн (2010-2013 ç. çур. хĕр ачасем). 500 м. 1. Самира Сабитова (Лаш Таяпа) — 1.29. 2. София Афанасьева — 1.31. 3. Надежда Яковлева (Аслă Елчĕк) — 1.33. Арçын ачасем. 1000 м. 1. Ярослав Тихонов (Кушкă) — 3.19. 2. Давид Портнов (Елчĕк) — 3.24. 3. Егор Иванов (Кушкă) — 3.26.

3 ушкăн (2008-2009 ç. çур. хĕр ачасем). 1000 м. 1. Анастасия Тихонова (Кушкă) — 3.49. 2. Татьяна Васильева (Курнавăш) — 3.51. 3. Виталина Николаева (Лаш Таяпа) — 4.01. Арçын ачасем. 2000 м. 1. Станислав Вастулов (Аслă Елчĕк) — 7.29. 2. Никита Жуков (Çирĕклĕ Шăхаль) — 7.30. 3. Станислав Васильев (Лаш Таяпа) — 7.43.

4 ушкăн (2006-2007 ç. çур. хĕрсем). 2000 м. 1. Татьяна Чернова (Çирĕклĕ Шăхаль) — 10.07. 2. Александра Паулина (Елчĕк) — 10.29. 3. Мария Сметанина (Лаш Таяпа) — 10.34. Яшсем. 3000 м. 1. Егор Мустаев (Лаш Таяпа) — 9.28. 2. Артем Савинов — 9.49. 3. Артем Ловкин (Çирĕклĕ Шăхаль) — 9.50.

5 ушкăн. 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем. 1000 м. 1. Лиана Чернова (Аслă Елчĕк территори пайĕ. 2. Анна Симакова (Кĕçĕн Таяпа). 3. Ирина Плотникова (Елчĕк). 40 çула çит. арçынсем. 2000 м. 1. Иван Головин (Кĕçĕн Таяпа). 2. Алексей Тихонов (Тăрăм). 3. Данил Медведев (Аслă Таяпа).

6 ушкăн. 35-45 çула çит. хĕрарăмсем. 500 м. 1. Ирина Галкина (Тỹскел). 2. Наталия Муллина (Кĕçĕн Таяпа). 3. Марина Кульмакова (Аслă Таяпа). 40-55 çула çит. арçынсем. 1000 м. 1. Алексей Васильев (Елчĕк). 2. Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа). 3. Алексей Мешков (Елчĕк почтамчĕ).

7 ушкăн. 45 çулти тата унтан аслăрах хĕрарăмсем. 500 м. 1. Лариса Гладкова (Курнавăш). 2. Алина Яковлева (Елчĕкри социаллă хỹтлĕх центрĕ) 3. Римма Парферьева (Аслă Пăла Тимеш). 55 çулти тата унтан аслăрах арçынсем. 500 м. 1. Валерий Медведев (Аслă Таяпа). 2. Владимир Матвеев. 3. Михаил Скворцов (Кĕçĕн Таяпа).

Командăсем. Пĕрремĕш ушкăнра: 1. Елчĕк. 2. Патреккел. 3. Кушкă. 4. Лаш Таяпа. 5. Курнавăш. 6. Çирĕклĕ Шăхаль. 7. Аслă Елчĕк. 8. Çĕнĕ Пăва.

Иккĕмĕш ушкăнра: 1. Елчĕк. 2. Аслă Елчĕк. 3. Çирĕклĕ Шăхаль. 4. Кушкă. 5. Курнавăш. 6. Патреккел. 7. Лаш Таяпа. 8. Çĕнĕ Пăва.

Виççĕмĕш ушкăнра: 1. Лаш Таяпа. 2. Елчĕк. 3. Курнавăш. 4. Аслă Елчĕк. 5. Кушкă. 6. Çирĕклĕ Шăхаль. 7. Патреккел. 8. Çĕнĕ Пăва.

Тăваттăмĕш ушкăнра: 1. Çирĕклĕ Шăхаль. 2. Елчĕк. 3. Лаш Таяпа. 4. Аслă Елчĕк. 5. Çĕнĕ Пăва. 6. Кушкă. 7. Курнавăш.

5-7 ушкăнсенче: 1. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ. 2. Аслă Таяпа. 3. Елчĕк. 4. Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ. 5. Курнавăш. 6. Аслă Елчĕк. 7. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ. 8. Тăрăм. 9. Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк почтамчĕ. 10. ЗАГС пайĕ. 11. Подстанци.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code