Среда, 13 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак ентешсене — Хисеп хучĕсем

Салтак ентешсене — Хисеп хучĕсем

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый канашлăва ырă хыпартан пуçларĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн çамрăкĕсем ятарлă çар операцине хутшăнса салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем паттăрлăхпа палăрса наградăсене, Тав хучĕсене час-час тивĕçни мăнаçлантарать. Çак кунсенче Даниил Гаврилов, Антон Мальцев, Виталий Мамлин (Елчĕк территори пайĕ), Анатолий Гаврилов (Тăрăм территори пайĕ) ячĕпе вĕсем тăракан çар чаçĕсен командованийĕсенчен тивĕçлĕ службăшăн Хисеп хучĕсем килнĕ. Леонард Васильевич салтаксен амăшĕсене Хисеп хучĕсене парса чысларĕ.

— Сирĕн ывăлăрсем нацизмпа кĕрешес ĕçре аслашшĕсен паттăрла ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. Тавах сире вĕсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн, чăн-чăн арçынсемпе хỹтĕлекенсем пулма вĕрентсе ỹстернĕшĕн. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, часрах киле ырă-сывă таврăнасса куç пек кĕтетпĕр, — палăртрĕ округ пуçлăхĕ.

Канашлура Курнавăш территори пайĕн ертỹçине Алексей Мартышкина тата Тăрăм территори пайĕн тĕп специалистне Наталья Григорьевăна сăмах пачĕç. Вĕсем çулталăк пуçламăшĕнче ялсенче иртнĕ граждансен пухăвĕсенче çĕкленĕ ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç, халăхпа курнăçнă хыççăн пурнăçланă тата пурнăçлама палăртнă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене хускатрĕç.

Округра хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе маркировка тăвас ĕç малалла пырать. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен округри станцин начальникĕ Денис Баймушкин çак ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе шута илмелли çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн выльăх-чĕрлĕхе (ĕне, лаша, сысна, сурăх, качака, чăх-чĕп тата ыт. те) уйрăммăн е ушкăнпа маркировка тăваççĕ. Çакă вĕсене шута илме май панипе пĕрлех вĕсене хăш регионтан туяннине пĕлме, çапла майпа хăрушă чирсен çулĕсене пỹлме, чир-чĕртен асăрханма май парать. Ветеринари ĕçченĕсем халăха та ăнланма тата хăйсене пулăшса пыма ыйтаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе биркăламанни ăна сутнă-туяннă чух хуçине пысăк чăрмав кỹрет.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code