Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хире тухма вăхăт

Уй-хире тухма вăхăт

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерипе агрономи службисем, вырăнсенчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе тунтикун акана тухас умĕнхи йăлана кĕнĕ округ шайĕнчи анлă канашлу пулса иртнĕ. Унăн ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ.

Кăçалхи канашлăва Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче йĕркелеме шут тытни ахальтен мар. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра кунта çынсене кăтартмалли, курса вĕренмелли те сахал мар.

Пуçламăшĕ, паллах, çăмăл пулман унăн. Малтанласа, 2007 çулта, хăй харпăрлăхĕнчи 12 гектар çĕр лаптăкне анчах ĕçе кĕртнĕ пулсан, халĕ унăн усă куракан çĕр лаптăкĕ 789 гектар шутланать. Ял хуçалăх культурисем, агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса акнăран, кашни çулах пысăк тухăçĕпе савăнтараççĕ. Тырă сутса тунă укçа-тенкĕпе тата патшалăх пулăшнипе усă курса техника паркне те тăтăшах пуянлатса пырать фермер: тракторсем, сеялкăсем, погрузчик, дискатор, ОВС сортировка туяннă. Хальхинче те вăл çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнĕ: ака стандартне тивĕçтерекен пахалăхлă вăрлăхпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе, ядохимикатсемпе туллин саппасланнă.

Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков тухса калаçнинчен канашлăва хутшăннисем умри тĕллевсем çинчен тата тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕç. Çапла майпа 2024 çулхи çур акире муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ял хуçалăх культурисене пурĕ — 39168, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 26988, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 12180 гектар çинче акса-лартса илме тĕллев илнĕ. Пĕтĕмпе палăртнинчен 22648 гектарне (2023 çулхи шайран 97 процент) тĕш тырă культурисем йышăнмалла. Çĕр улми — 378 (102 процент), пахча çимĕç культурисем — 96 (94 процент), техника культурисем 2264 гектар лаптăкра (146 процент) пулмалла. Унсăр пуçне, выльăх апачлĕх культурăсем валли 13778 гектар уйăрма палăртнă. 2023 çулхипе танлаштарсан, тыр-пул тата пахча çимĕç лаптăкĕсем чакнине Сергей Волков рынокра ыйтакан тата тивĕçтерекен хака сутăнакан техника культурисен лаптăкĕсене 46 процент таран ỹстернипе сăлтавлать.

Черетлĕ çур акине ирттерме минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх çителĕклĕ-и? Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 5629 тонна (114 процент) минераллă удобрени, 842 тонна (120 процент) çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннă, 4670 тонна (акма пĕтĕмпе 3990 тонна кирлĕ) вăрлăх хатĕрленĕ. Унăн 118 проценчĕ ака кондицине ларнă. Пысăк пахалăхлă вăрлăх 1082 тонна (27 процент) туяннă.

«…..»

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code