Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аваллăхсăр малашлăх çук

Аваллăхсăр малашлăх çук

Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Владимир Волков килте музей йĕркелени пирки хамăр хаçатра маларах çырнăччĕ.

Вулакана аса илтерĕпĕр. Владимир Мефодьевич çуртĕнче аслашшĕнчен юлнă ĕç хатĕрĕсене — сенĕк, кĕреçе, карлав, купăста тỹмелли тата салма таканисем, кункра, арман калакĕ, йывăçпа хăмăш çулçисенчен явса çыхнă арчасем… — анчах мар, виçĕ ĕмĕр каяллахи тимĕр укçасене, Франци вăрçинчен илсе килнĕ тарасана, ĕлĕкхи чăваш халăхĕн çи-пуçĕсене те курма пулать. Çемье музейĕнче упранакан чылай экспонат ĕлĕк-авал кашни хуçалăхрах пулнă. Хăш-пĕр хатĕре халĕ ватăсем те астумаççĕ. Çамрăксенчен чылайăшĕ вара вĕсене куçпа та курман. Кăмрăкпа ĕçлекен утюгсем, лаша таканĕсем, пыл юхтармалли йывăç пичке, çатан, сĕт чĕресĕ, ал арманĕ е авалхи сăмаварсем. Владимир Мефодьевич кашнийĕн пирки вĕçĕмсĕр каласа пама пултарать. Çулсеренех çĕнетсе, хушса пырать вăл музейри экспонатсене.

Çыру ĕçне те пуçăннине хыпарлать вăл, ял историне тĕпчет, тăванĕсен йăх-несĕлĕсене шырать. Çав вăхăтрах тепĕр чун апачĕ те пур унăн: сăвăсем шăрçалать.

В.Волков 1954 çулта çак ялтах çуралнă. Ĕмĕрне тăван «Колос» хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ вăл. Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: бригадир, заправщик, ферма заведующийĕ. Мăшăрĕпе — Людмила Петровнăпа (вăл культура çуртĕнче тирпейлỹçĕре тăрăшнă) 2 хĕр те пĕр ывăл ỹстернĕ. Хĕрĕсем шкул хыççăн педагог профессине алла илнĕ, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Николай Елчĕкри «Промсервис» предприятинче тăрăшать. Волков аслисем Николай ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Çумри икĕ мăнукĕ аслашшĕн çывăх пулăшуçисем.

Çывăх вăхăтра хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвакан Владимир Волков аваллăха хисеплес енсене ачисемпе мăнукĕсенче те вăратать.

— Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем çĕр-çĕр çул хушшинче вун-вун тĕрлĕ йăла-йĕрке, уяв йĕркелеме вĕреннĕ. Ача çуралнине, салтака ăсатнине, туй-çăнăхтана, çулталăкра пулакан тĕрлĕ праçнике хăйне евĕр уявланă. Паян эпир, çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнакансем, хамăрăн йăх-тымарсене манса, йăла-йĕркене манăçа кăларса пыратпăр мар-и? Иртнисĕр малашлăх çук тетпĕр. Пирĕн несĕлĕмĕрсем çемье историне лайăх пĕлнĕ, çичĕ сыпăк таран асра тытнă. Çемье воспитанийĕ çирĕп пуласси çине çак пĕлỹ пысăк витĕм кỹрет, — тет вăл.

Волковсен йăхĕнче аваллăхпа интересленекенсем татах та пур. Владимирăн Лида аппăшĕн мăнукĕ Александр куккăшĕ валли час-час аваллăх хатĕрĕсем илсе килет.

Владимирпа Людмила Волковсем ял-йышра хисеплĕ. Пурнăç илемне вĕсем ачисемпе мăнукĕсенче кураççĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code