Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Уява тивĕçлĕ ирттерер

Уява тивĕçлĕ ирттерер

Округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче Аслă Çĕнтерỹ уявне тивĕçлĕ кĕтсе илсе паллă тăвассипе çыхăннă анлă лару иртрĕ. Ăна округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

— Аслă Çĕнтерỹ кунне кăçал 79-мĕш хут уявлатпăр. Раççейри чи таса та çутă уявсенчен пĕри вăл. Çак куна эпир çулсерен савăнса та пăлханса кĕтсе илетпĕр, çĕршыва фашизмран тасатас тесе пурнăçĕсене хĕрхенмен паттăрсемпе, фронтовиксемпе тата тыл ĕçченĕсемпе чăннипех те мăнаçланатпăр. Паянхи кун вĕсен ĕçне çамрăк ăру тăсать — Украина çĕрĕ çинче неонацистсене тĕп тăвас енĕпе вĕри çулăмра ăшталанать, — çак сăмахсенчен пуçларĕ калаçăвне Леонард Васильевич.

Çĕнтерỹ кунне çỹллĕ шайра ирттересси — тĕп тĕллев. Хальхи вăхăтра округра 157 тыл ĕçченĕ, 20 салтак арăмĕ пурăнать. Вĕсене тимлĕх уйăрасси — чи пĕрремĕш пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри. Уява хатĕрленессипе çыхăннă тата ăна халалланă мероприятисем пирки округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев каласа кăтартрĕ. Ытти çулсенче предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен портречĕсене йăтса Елчĕк урамĕсемпе утса иртеттĕмĕр пулсан, кăçал «Вилĕмсĕр полк» акцине массăллă хутшăнмăпăр. Акцие ирттерменни паянхи лăпкă мар лару-тăрура хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассипе çыхăннă. Дистанци технологийĕ анлă сарăлнă тапхăра шута илсе сетьсенче ку тата ытти акцие трансляцилеме, уяв саманчĕсене тĕрлĕ форматпа йĕркелеме май пур. Майăн 9-мĕшĕнче округ центрĕнче ятарлă баннер çинче вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисен портречĕсене курма май пулĕ.

Уяв кунĕсенче терроризмран е ытти инкекрен асăрханса йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем сыхлăх йĕркисене тата та çирĕплетĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code