Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Курмалăх пур, тунă ĕç те — куç умĕнче

Курмалăх пур, тунă ĕç те — куç умĕнче

Республикăра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕсем пулăшнипе юлашки пилĕк çулта сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕн 152 объектне тунă: врач офисĕсем, амбулаторисем, фельдшер-акушер пункчĕсем… Федераци укçине явăçтарса 2020 çулта Шупашкарта пысăк тата нумай профильлĕ поликлиника хута янă, 2021 çулта ача-пăча 2-мĕш больницин çĕнĕ инфекци корпусĕ ĕçлесе кайнă. Кăçал Канаш округĕнчи Шăхасанти поликлиника строительстви вĕçленмелле, çитес çул — Муркашри поликлиникăн. Çакă юхăннă тата тĕплĕ юсав кирлĕ çурт-йĕрĕн пуçламăш сыпăкри тỹпине палăрмаллах чакарма май парĕ. 2024 çулхи тĕллевсен шутĕнче — сывлăх сыхлавĕн 10 объекчĕн строительстви тата 8 объектне тĕпрен юсасси.

Шупашкарти медицина колледжĕнче Раççейшĕн çĕнĕ çул-йĕрпе те ĕçлеççĕ — васкавлă медпулăшу водителĕсене хатĕрлеççĕ. Пĕлтĕр колледж федераци шайĕнчи «Профессионалитет» проекта хутшăннă, «Клиника тата профилактика медицини» вĕрентỹ кластерĕн никĕс шайĕнчи учрежденийĕ пулса тăнă. Вăтам сыпăкри специалистсене хатĕрлени регионти сывлăх сыхлавĕнчи кадр ыйтăвне татса пама пулăшать.

«Земство фельдшерĕ» программа ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл 2030 çулччен вăйра пулĕ. Республика сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетмелли программăна пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланине ырламалла. Унпа килĕшỹллĕн оборудованисем çĕнелсех пыраççĕ: вĕсем кардиологи, онкологи енĕпе пациентсене сиплессинче çĕнĕ çул-йĕрсемпе усă курма май параççĕ. Тин çуралнă ачасен сывлăхне упрас тĕлĕшпе çитĕнỹсем курăмлă — Чăваш Енĕн пепкесем вилнипе çыхăннă кăтартăвĕсем çĕршывра чи пĕчĕккисем. Медицинăн пуçламăш сыпăкне аталантармалли программăна малалла тăсмашкăн федераци казнинчен кăçал та 1 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

— Регион сăнавлă проектсене хутшăнас енĕпе яланах хастар пулнă, паян та ку енĕпе пуçаруллă. Эпир хамăрăн ĕçе наци проекчĕсем, Президент хушăвĕсем паракан майсемпе туллин усă курса йĕркелеме тăрăшатпăр. Федераци пулăшăвĕ çумне республика бюджечĕн укçине хушатпăр, çапла майпа программăсен тухăçлăхне ỹстеретпĕр — çынсем сывлăх сыхлавĕн сферинчи улшăнусене туяççĕ, — палăртать Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Калăпăр, юлашки пилĕк çулта кăна республикăна федераци укçипе туяннă 114 васкавлă медпулăшу автомобилĕ килнĕ. Çав шутран 20-ĕшĕ — 2023 çулта. «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроектпа килĕшỹллĕн сиплев организацийĕсем 714 медоборудовани илнĕ. Медучрежденисен кивелнĕ нумай çуртне юсанă, çĕннисене тунă. Медицина ĕçченĕсен социаллă хỹтлĕхне вăйлатмашкăн пилĕк çулта федераци тата республика бюджечĕсенчен 600 миллион тенке яхăн уйăрнă, çакă çĕр-çĕр специалист отрасле ĕçлеме килессине сăлтавланă. Пулăшăвăн тĕрлĕ мерипе 2024 çулта 4 пин ытла медицина ĕçченĕ усă курнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code