Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патриотсем пуртан çĕршыв çирĕп

Патриотсем пуртан çĕршыв çирĕп

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи шкула ачасем çывăхри ялсенчен те вăтам пĕлỹ илме çỹретчĕç.

Шкулта çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратчĕç, ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттеретчĕç. Ачасене мĕн пĕчĕкренех Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентмеллине тĕпе хурса тăрăшатчĕç вĕрентекенсем. Уйрăмах вăл вăхăтра шкулта ĕçленĕ Алексей Владимирович Алюнов, Николай Васильевич Емельянов, Антон Романович Мукин, Виталий Кондратьевич Портнов учитель-фронтовиксен тỹпи пысăк пулнă çак ĕçре, вĕсем аслисемшĕн те, çамрăк ăрушăн та ырă тĕслĕх пулнă.

Шкулти çамрăк йĕрлевçĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе тĕл пулусем ирттеретчĕç. Районта иртекен ятарлă акцие хутшăнса вĕсен паттăрлăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен икĕ пысăк альбом та пухса хатĕрленĕччĕ вăл çулсенче.

Вăрçă çулĕсенче юн тăкнă ентешсене сума суса лартнă палăк умĕнче ветерансем пуçламăш класра вĕренекен ачасене кашни çулах пионера илнĕ ятпа хĕрлĕ галстук çыхса яни халĕ те асра. Çак палăк умĕнче шкул ачисем Тăван çĕршыва ытларах юратма тупа тунă, е интернационалла туслăха вăйлатма сăмах панă. Çакăнта мар-и-ха ачасен чун-чĕринче патриотла туйăма анлăлатма, Тăван çĕршыва ытларах юратма хистекен виçесĕр вăй?

Шкул ачисем хăйсем те ветерансемпе тĕл пулса туслă калаçусем ирттеретчĕç, вĕсене те галстук çыхтарса ярса «пионера илетчĕç». Архивра упранса юлнă сăн ỹкерчĕк çинче шăпах М.Сапожников ветеран-фронтовикпа тĕл пулнă самант сăнланнă та ĕнтĕ.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 1914 çулхи августăн 11-мĕшĕнче çуралнă Михаил Яковлевич Сапожников çул çитсессĕн Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, салтакран таврăнсан çемье çавăрса Ворошилов ячĕллĕ колхозра тăрăшнă. Фашистла Германи эшкерĕсем тапăнсан виççĕмĕш куннех Миша тете Лидия Степановна мăшăрĕпе, Николай тата Олимпиада ачисемпе сывпуллашса çар комиссариатне васкать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, унтан Инçет Хĕвел тухăçĕнче яппунсене çапса аркатнă çĕрте çапăçать. 590 артиллери полкĕнче оруди командирĕ пулнă вăл. Тăван киле 1946 çулта кăна çаврăнса çитет вăрçă ветеранĕ. Тăшманпа çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн Михаил Сапожников сержант Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Çапăçури хастарлăхшăн», «Мускава хỹтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене илме тивĕçет.

«…»

Владимир ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code