Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уява — ỹсĕмсемпе

Уява — ỹсĕмсемпе

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене иртнĕ эрне вĕçĕнчех — Мăнкун уявĕ тĕлне акса пĕтернĕ. Вĕсене çак ятпа муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăна çитсе саламланă, уй-хирте пурнăçламалли малашнехи ĕçсенче ăнăçусем суннă.

Ял хуçалăх предприятийĕнче тыр-пул лаптăкĕ 540 гектар йышăнать. Унсăр пуçне, пĕр çул ỹсекен курăксене те 130 гектар (108 процент) акса хăварнă. Эдуард Волков тĕп агроном ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата кăлтăксăр йĕркелесе ирттерме пултарнипе кăмăллă. Унта хутшăннă çĕр ĕçченĕсене кашнине ятран аса илме те манмарĕ вăл:

— Ака комплексне ĕçлеттернĕ Сергей Шепинов шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларчĕ. Виталий Долгов механизатор нумай çул ỹсекен курăксене акассишĕн, Василий Капсулов акнă лаптăксене пусăрăнтарассишĕн, Аркадий Обручковпа Вячеслав Волков удобрени турттарассишĕн, Виталий Адюков ака комплексĕ патне вăрлăх турттарса тăрассишĕн яваплă пулчĕç. Кирилл Падуев механизатор, Дмитрий Смолин, Андрей Шакин, Валерий Галкин сеяльщиксем пулса тăрăшрĕç. Алиса Немцева тата Аркадий Немцев йĕтемре тырă им-çамланă çĕрте вăй хучĕç, — терĕ.

Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕнче çĕнĕ вăрлăхсем те нумай туянаççĕ. Черетлĕ çур акире те супер элита репродукцири Нур урпа (18 тонна), элита репродукцири Бурлак тулă (24 тонна), элита репродукцири Дария люцерна (1,3 тонна) вăрлăхĕсемпе усă курнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Муниципалитет округ пуçлăхĕ Леонард Левый Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code