Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нуша курсан та хуçăлман

Нуша курсан та хуçăлман

Çамрăкран ĕçпе пиçĕхнĕ, чăваш хĕрарăмĕн ырă енĕсене мĕн ватăличчен упраса пурăннă хĕрарăм пирки паянхи сăмах. Ачалăхĕ унăн вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Нушине çамрăкранах тутаннă вăл.

Зоя Васильевна Максимова (Чернова) 1934 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. Çамрăкранах аслисемпе пĕрле тăван хуçалăхра пилĕк авма тивнĕ. 1949 çулта 14 çулхи хĕр ача Мускав хулине тухса кайнă, кунта штукатур-маляра вĕреннĕ. 1954 çулта асăннă хуларан çамрăк рабочисене Челябинск хулине ĕçлеме янă. Кунта пысăк стройкăсенче тăрăшнă хĕр: трактор тăвакан завод, нумай хваттерлĕ çурт-йĕр, шкул тăвас ĕçсене хутшăннă.

1957 çулта тăван тăрăха отпуска килсен ăна Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Аркадий Максимов пĕрре курсах килĕштернĕ, раштав кунĕнче вăрласа кайнă (ун чухне хĕр вăрлас йăла пулнă). Мăшăрланнă хыççăн пĕр çулталăкран çамрăк çемье Барнаул хулине тухса кайнă, кунта стройка ĕçĕсене хутшăннă. 1962 çулта çемье тăван ялне — Хăвăлçырмана таврăннă. Çĕнĕ çурт хăпартнă мăшăр, 7 ачана пурнăç парнеленĕ. Иккĕшĕ те вĕсем «Искра» колхозра строительство бригадинче тăрăшнă, колхоз фермисене, ялти клуб тата шкул çуртне тума хутшăннă. 1972 çулта Зоя Васильевнăн упăшки вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Хĕрарăм колхозра, пĕр хушă Елчĕкри СМУра тăрăшнă. Йывăр ĕç, пысăк хуйхă ăна хавшатнă. 7 ачана ура çине тăратма та çăмăл пулман. 1980 çулта инвалид пулса тăрать З.Максимова.

Йывăр пулсан та тỹснĕ амăшĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вăрçă ачи ялта пысăк хисепре, ăна тăрăшулăхĕшĕн, ырă чунĕшĕн, ырми-канми ĕçĕшĕн ватти-вĕтти сума сăвать.

«Майăн 19-мĕшĕнче 90 çул тултарать пирĕн анне. Света, Андрей, Катя мăнукĕсем те çак кунсенче çуралнă кунĕсене паллă тăваççĕ. Пурăнан пурăнăç пăрăнăçсăр мар теççĕ. Шел те, 33 çултах Василий ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Анне çак йывăр хурлăха мĕнле чăтса ирттерчĕ-ши? Вăхăт сурана сиплет тесен те, суранĕ тỹрленмест-ха… Аннеçĕм, хура-шурне сахал мар астиврĕн пулин те, кăмăл-сипетне çухатмарăн, пире тĕрĕс-тĕкел çитĕнтертĕн. Тавах сана çакăншăн. Паянхи кун 13 мăнукупа, 9 кĕçĕн мăнукупа телей курса пурăнатăн. Кашни уявра килте савăнăçлă кулă, ача сасси хуçаланни пирĕн кăмăла та çĕклет. Эпир, анне, сана çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр. Ачусемпе, мăнукусемпе малашне те савăнса пурăнмалла пултăр», — теççĕ ачисем амăшне тав туса.

Ачисем, мăнукĕсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ: Мускав, Тюмень, Смоленск, Краснодар, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Екатеринбург, Санкт-Петербург… хулисенче. Çапах та çывăх çыннине манмаççĕ, ун патне час-час килсе çỹреме тăрăшаççĕ.

З.Максимова хальхи вăхăтра ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code