Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Ун пекки урăх пулмасть…»

«Ун пекки урăх пулмасть…»

Галина Изратова — паллă ỹнерçĕ-тĕрĕçĕн Татьяна Шаркован йăмăкĕ. Чăваш çĕршывне çĕнĕ кайăк килнине 1957 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче пĕлтернĕ вăл. Илем тĕнчине туртăнасси, ахăртнех, аппăшĕнчен килнĕ пулĕ. Шупашкарти педагогика училищинче вĕреннĕ тата ача садĕнче ĕçленĕ (1982-1996) тапхăрсенче ỹнерте малтанхи утăмĕсене тунă. Ăсталăхĕ çĕкленсе, çирĕпленсе пынă май вара чунĕ ыйтнă ĕçе тỹрремĕнех кỹлĕннĕ: 1996 çултан тĕп хулари Мускав районĕнчи ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ỹнерçĕ-вĕрентекенре тăрăшнă.

Кавал хĕрĕ çыпăçуллă та ачаш аллисемпе хĕртнĕ тăмран тĕрлĕ чĕр чун кĕлеткине калăпласа, сăрласа «чун» кĕртнĕ, чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса аваллăха çутатнă. «Чỹк», «Çурхи уявсем», «Тырă çапни», «Çăкăр шăрши», «Ялти туй» тата ытти ĕçсенчи вуншар кĕлетке урлă чăваш кун-çулне курма пулать. Шăрçапа тĕрленĕ «Нарспипе Сетнер», «Пурнăç — малалла» композицисен, ĕлĕкхи чăваш тумĕллĕ пуканесен авторĕ те вăлах. Çакскерсем — вĕсене ăсталаканăн чун ăшшийĕпе, юратăвĕпе, тăрăшулăхĕпе кун курнăскерсем. Унăн «Çăкăр хакĕ», «Кĕтỹ хăвалани», «Пỹрнеске», «Пулăçпа пулă çинчен хывнă юмах» ĕçĕсене тĕпе хурса ачасем валли Марина Карягина видеофильмсем тата автор çинчен «Халăх хĕрĕ. Галина Изратова» телефильм ỹкернĕ.

Чăваш ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕн, халăх промыслисен ăстин 1997 çулта Чăваш наци музейĕнче пĕрремĕш куравĕ иртнĕ. Ун чухнех профессиллĕ художниксем — Ф.Мадуров, А.Трофимов, Е.Ефремова, А.Ильбекова тата ыттисем пысăк хак панă ĕçĕсене. Виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ, Г.Волков академик те айккинче юлман. Вăл çамрăкăн пултарулăхĕпе кăсăкланнă çеç мар, ăна тăтăшах хавхалантарса пынă.

Курав тенĕрен, Галина Васильевна сахал мар хутшăннă вĕсене. Пĕрремĕш вырăна Пĕтĕм Раççей шайĕнчисенче те çĕнсе илнĕ. Халĕ унăн хăш-пĕр ĕçĕсем Санкт-Петербургри пĕр музейра тата Çĕнĕ Шупашкарти ачасен ỹнер шкулĕнче упранаççĕ.

Шел, пурнăçĕ кĕске пулнă унăн: 2016 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ…

2023 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче РФ цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе Елена Енькка хатĕрленĕ «Чувашская быль Галины Изратовой» кĕнеке-альбом пичетленсе тухнă. Пин тиражпа кун çути курнă чăн-чăн шедевр!

Асăннă кĕнеке презентацийĕ Елчĕкри тĕп вулавăшра иртнĕ май, унта Изратовсен çывăх тăванĕсем, Кавал ялĕн çыннисем, тус-юлташĕсем йышлă пуçтарăннă. Хаклавра хăш-пĕр сăмах илнисен шухăш-кăмăлне уйрăммăн палăртсах хăварни вырăнлă пулĕ терĕмĕр.

Татьяна Шаркова — Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

— Чаплă кĕнеке кăларасси çăмăл ĕç мар. Елена Енькка текстпа, Елена Калентьева сăн ỹкерчĕксемпе тĕплĕ тимлени çакнашкал паха материал кăларма май пачĕ те. Вĕсем нумай калаçмаççĕ — ĕçне тăваççĕ.

Галя йăмăкăм пирки калас пулсан, хăйĕн сăнарĕсемпе пĕрмаях калаçса ĕçлетчĕ. Вĕсем пурте аннепе, тăван ялпа, ачалăхĕпе çыхăннă. Асанне каласа панисене нумай ăса хывнă вăл.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code