Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр улми лартаççĕ

Çĕр улми лартаççĕ

Округри уй-хирсенче кăçал çĕр улми лаптăкĕ 378 гектар йышăнмалла. Чи пысăк лаптăк — 220 гектар, яланхиллех «АСК-Яльчики» ОООра. Ĕнерхи кун тĕлне илсен кунта апат-çимĕçре усă курмалли «иккĕмĕш çăкăра» 60 гектар çинче лартнă.

Ытти пĕтĕмпех — вăрлăхлăх лаптăк. Кунти пĕтĕм ĕçе наука хушнă пек йĕркелеççĕ, çĕр улмие шăваракан лаптăксенче çитĕнтереççĕ. Вĕсен сорчĕсем те тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, «Гала», «Гулливер», «Самба», «Метеор», «Ривьера», «Краса Мещеры», «Пламя», «Ред Скарлет». Юрий Галкин ĕç тăвакан директор расна лаптăксенчи вăрлăхлăх çĕр улмие çитĕнтересси яваплăран та яваплă ĕç шутланнине палăртать. Вăрлăха тăпрана варăнтариччен колорадо нăрринчен, проволочникран тата темиçе чиртен сыхласа им-çампа варăнтараççĕ. Çум курăк таврашĕ тымарти нỹрĕке туртса ан тăтăр тесе шăтса тухиччен тата шăтса тухнă хыççăн гербицид сапаççĕ. Унсăр пуçне, сăтăрçăсемпе тĕрлĕрен чир-чĕртен хăтăлас тесен çĕр улми авăрне çу каçиччен 3-4 хутчен фунгицидпа сапаççĕ. Çурла уйăхĕнче те калчасем ешĕл çитĕнсен пысăк тухăç алла илес шанăç пысăк, сарăхсан вара хирте фитофтора чирĕ алхаснине, авăр çитĕнме пăрахнине систерет. Çуркунне калчасем ỹсме тытăнсанах культурăсене азотпа, микроэлементсемпе икĕ хутчен апатлантараççĕ.

Иртнĕ çулсенчи çу тапхăрĕ шăрăх тăчĕ. Сывлăшра 30 градус ăшă пулсан çĕр улми йăранĕсенче вăл 27 градусран кая мар. Тăпрара 25 градусран ăшă пулсан «иккĕмĕш çăкăр» ỹсме пăрахать. Шăварса тăракан йăрансенче вара ăшă 20 градус шайĕнче тăрать, çакна кура вегетаци тапхăрĕ те чарăнмасăр кирлĕ пек тăсăлать. «АСК-Яльчики» ОООра паха çĕр улми вăрлăхĕ туса илес тĕллеве малти вырăна хураççĕ — лаптăксене графика çирĕп пăхăнса шăварассине кăçал та анлăн йĕркелесе пырасси паллă.

Юрий Галкин çĕр улми лартас ĕçе хутшăнакан механизаторсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем: «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Леонид Ильин тата Данис Гайзатуллин механизаторсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code