Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Питĕ сиенлĕ

Табак туртни сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ, анчах пĕтĕмлетỹ тума шутламаççĕ.

Пируспа туслă çыннăн чи малтан сывлăш органĕсем сиенленеççĕ. Пирус тĕтĕмĕнче 4 пин ытла химилле япала шутланать, вĕсенчен нумайăшĕ рак чирне те ярать. Кунсăр пуçне тата çĕр ытла наркăмăшлă япала, радиоактивлă хутăшсем пурри те паллă.

Пĕр пачка сигарет çулталăкра 500 рентген пайăрки лекнипе танлашать. Ỹпкене тата карланкăна сиен кỹнисĕр пуçне чĕлĕм мăкăрлантарни чĕрене, юн тымарĕсене хавшатать. Пирус туртнă хыççăн юн пусăмĕ ỹсни, холестерин шайĕ пысăкланни те шухăшлаттарма тивĕç унпа усă куракансене. Атеросклерозпа, ура ыратнипе аптăрасси те çавăнтанах.

Тĕтĕм йăсăрлантарма юратакансем хăйсене çав самантра «ырлăхра» туяççĕ пулĕ-ха, анчах çывăхри çынсем пирки шутламаççĕ. Пепкене кỹмепе тĕртсе пыракан ашшĕ сигарет паккаса пынине те ăнланма йывăр.

Çитĕннĕ çынна хистев пулăшас çук. Сиенлĕ йăларан уйрăласси пĕтĕмпех хăйĕнчен килет.

Рената ШАКОВА,
психиатр-нарколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code