Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Улталанар мар!

Улталанар мар!

Шупашкарта пурăнакан тивĕçлĕ канури хĕрарăм темиçе уйăхра ултавçăсене пĕр миллион çурă ытла тенкĕ куçарса панă.

Пĕрремĕш хут вăл полицие пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче пулăшу ыйтса пынă. Ун чухне инвестици хывса ĕçлесе илес тесе 150 пин тенкĕ çухатнă. Чỹк уйăхĕнче ун патне «банк ĕçченĕ» шăнкăравланă, «хăрушсăр счет» çине укçа куçарма ỹкĕте кĕртнĕ. Пенсионер 630 пин тенкĕ çухатнă. Икĕ хутчен улталаннă хыççăн укçа-тенке тытма вĕренмелле пек те… Анчах ăна каллех шăнман пăр çине лартса янă. Пĕр уйăх каялла вăл 800 пин тенкĕ ытла инвестици хывнă. Пĕр пайне — кредит, ыттине пĕлĕшĕнчен кивçен илнĕ. Тăваттăмĕш хут ан улталантăр тесе полицейскисем килне пырсах асăрхаттарнă. Хĕрарăм каланă тăрăх, ун патне шăнкăравлама чарăнман-ха. Ултавçăсем 1,5 млн тенке тавăрма пулăшмашкăн 100 пин тенкĕ куçарма ыйтаççĕ. Йĕрке хуралçисем кинемее укçа куçармалла мар тесе хытарсах каланă.

Ултавçăсем хăйсене патшалăх порталĕн специалисчĕсем тесе паллаштарса та улталаççĕ. Паллă мар номерсенчен шăнкăравласа сехĕрлентерсе çыннăн вăрттăн кăтартăвĕсене, счет номерне ыйтса илеççĕ. Палламан номерсене ан тытăр, вăрттăн цифрăсене никама та ан пĕлтерĕр.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code