Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акцисенче хастар

Акцисенче хастар

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн ĕçченĕсем тăтăшах ялсене тухса çỹреççĕ.

Хальхи вăхăтра, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынă май, коллективăн ĕç тата та нумайланчĕ. Салтаксен çемйисене тимлĕхре тытас тĕллевпе ятарлă графикпа территори пайĕсене çитсе килетпĕр, кашнинпе курса калаçатпăр, ыйтусене васкавлă татса пама тăрăшатпăр.

Мобильлĕ бригадăн иртнĕ эрнери рейчĕ Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнче пулчĕ. Кивĕ Эйпеçне те чарăннă май, унта Анатолипе Раиса Васильевсем патĕнче пултăмăр. Вĕсен Валерий ывăлĕ — çĕршыв хỹтĕлевçисен йышĕнче паян. Çемье тĕреклĕ хуçалăх тытса тăрать, выльăх-чĕрлĕх те йышлă.

Васильевсем — гуманитари акцийĕсен хастарĕсем те. Раиса Валерьевна хир условийĕсенче апат хатĕрлемешкĕн типĕтнĕ пахча çимĕç пуххине йĕркелет.

— Унăн рецепчĕ йывăр мар, — чун-чĕри ыйтнипе пурнăçлакан ĕçпе паллаштарать харсăр хĕрарăм. — Çĕр улмине, кишĕре, помидора, çиме курăкĕсене тата ыттине тĕплĕ çăватăп, вĕтететĕп, вара сушилкăна лартатăп. Улма-çырлана та çаплах.

Васильевсем юлашкинчен волонтерсенчен пакетсемпе типĕтнĕ чей курăкĕсем, помидор, пан улми, ыхра, укроп парса янă.

Ырă ĕçĕн хуçисене тав тăвас килет. Вĕсен пархатарлăхĕ ыттисене те хавхалантартăр.

Алена Елизарова — Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ:

«Социаллă ĕçчен — вăй-хал тата ăс-тăн тĕлĕшĕнчен нумай ыйтакан яваплă професси. Ку тытăмра ĕçлеме çăмăл мар, мĕншĕн тесен кашниех теприн чун ыратăвне ăнланма, пайлама, пĕтĕм социаллă пулăшусемпе тивĕçтерсе тĕрев пама пултараймасть. Çавăнпа та социаллă ĕçченсем ку профессие чун-чĕре ыйтнипе суйласа илнĕ. Республикăра 6 пине яхăн социаллă ĕçчен вăй хурать, вĕсем патшалăх социаллă политикине пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Паян республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын социаллă пулăшу майĕсемпе усă курать. Çынсемшĕн тăрăшакансен сферин тĕп принципĕсем: пулăшăва проактивлă мелпе пани, адреслă тĕрев, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсем çине уйрăм тимлĕх уйăрни».

Ольга ИВАНОВА,
социаллă центрăн пай
заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code