Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сенкер çулăм» ырлăхĕпе — çирĕм çул!

«Сенкер çулăм» ырлăхĕпе — çирĕм çул!

Паянхи çамрăксем икĕ теçетке çул каялла çуртсене вутă, çĕр кăмрăкĕ е торф брикечĕ çунтарса ăшăтса хĕл каçнине аслисем каласа панă тăрăх кăна пĕлеççĕ. Хир тăрăхĕнче вырнаçнă Елчĕк районĕн халăхĕшĕн çакă пысăкран та пысăк нуша пулнă. Халĕ каç выртсан та, ир тăрсан та килте ăшă — çут çанталăк газĕ пур çĕре те çитнĕ. Теприсем пысăк керменĕсене ăшăтнипе кăна лăпланмаççĕ, мунчасене те çав газпах хутма майлаштараççĕ. Е тата шыв бассейнĕсем ăсталакансем те пур. Куратпăр ĕнтĕ, «сенкер çулăм» ял пурнăçне тĕпрен ырă енне улăштарчĕ. Революциллĕ пулăм тесен те юрать ăна.

Елчĕк ен тăрăхĕнче 2004 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне ирттернĕ кун Аслă Пăла Тимешре сумлă лару-тăрура килсенче газ чĕртнĕ. Çакăнпа районта газификаци ĕçне пĕтĕмпех вĕçленĕ. Çакна та каласа хăвармалла: Елчĕк районĕ газ кĕртес задачăна Чăваш Республикинче чи кайран пуçласа чи малтисемпе пĕрле татса панă.

Кăçал Елчĕк округĕ çут çанталăк газĕн ырлăхĕнче пурăнма тытăнни çирĕм çул çитрĕ. Çак паллă юбилей умĕн Николай Ларионов журналист çав вăхăтсенче район администраци пуçлăхĕнче ĕçленĕ Николай Петрович Миллинпа тĕл пулнă, пысăк строительство ĕçĕсене епле йĕркелени пирки ыйтса пĕлнĕ.

2001 çул. Тĕнче виçĕ пинмĕш çула куçать. Елчĕк ен хăйĕн çĕнĕ историне çырма пикенет. Çулталăк пуçламăшĕнче, январьте, район ертỹçи пулма халăх темиçе кандидатран Патреккел хастарне Николай Петрович Миллина суйласа илет. Вăл çак çула çитиччен тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунă çын: тракторист та, шофер та пулнă. Хăйĕн пысăк тăрăшулăхне пула ялти «Прогресс» колхоз, каярахпа çак ятпах юлнă акционерсен хупă обществин председательне çити ỹснĕ. Рынок условийĕсене куçнă йывăр тапхăрта, районти орденлă чаплă колхозсем малтан пайланса, унтан саланса пĕтнĕ çулсенче те «Прогресс» ял хуçалăх производствинче пысăк çитĕнỹсем туса пынă. Кунта совет саманинчи тăнăçлă вăхăтрипе танлаштарсан та кашни 100 гектар пуçне аш-какай, сĕт туса илесси палăрмаллах хăпарнă, тупăш тата рентабельлĕх кăтартăвĕсем ỹснĕ.

Н.Миллин çирĕм çула яхăн район пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Ун пек вăрăм ĕмĕрлĕ ертỹçĕсем республикăра сахал. 2020 çулхи сентябрь уйăхĕнче контракт срокĕ тухнă. Халĕ вăл хăйĕн ĕлĕкхи «Прогресс» хуçалăхне каялла килнĕ — директор çумĕ. Вăл — Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Хисеп тата «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсен кавалерĕ.

— Николай Петрович, Эсир çĕнĕ ĕçе пикеннĕ чухне район мĕнле лару-тăрураччĕ?

— Тỹрех каламалла, питĕ йывăрччĕ вăл вăхăтра. Татса паман ыйтусем темĕн чухлех. Асфальт çулсем пĕтнĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх юхăнса кайнă, 21-мĕш ĕмĕре кĕнĕ пулсан та район центрĕнче канализаци туман, каяш шывсене тасатмалли сооружени çук, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хĕлле сивĕ пулнипе тарăхаççĕ. Централизациленĕ котельнăйсене хутма çĕр кăмрăкĕ тупма йывăр, хаклă, пахалăхĕ начар. Ăшă пăрăхĕсене изоляципе витмен. Шартлама сивĕре район администрацийĕн виçĕ хутлă çуртĕнче те сулхăн, батарейăсем лĕп кăна. Мĕн каламалли! Хам пурăнакан Патреккелĕнчи килте те ирхине хутнă çурт кун каçа сивĕнсе каятчĕ. Каçхине тепре чĕртнĕ хыççăн ман çамрăк ачасем кĕнекисене тытса вĕри кăмака патне кайса ларатчĕç…

Районта пуринчен те ытла пăшăрхантараканни — халĕччен те çут çанталăк газĕ çитменниччĕ.

— Вăт çакăн пирки тĕплĕнрех калаçар-ха…

— Республикăра ку ĕçе 1994 çултах пуçланă. Чылай районта курăмлă ĕçсем тунă та ĕнтĕ. Сăмахран, Шăмăршă районĕнче тахçанах ял çыннисем «кăвак çулăм» ырлăхĕпе усă кураççĕ. Патăрьелпе Комсомольскинче те газовиксем ахаль тăмаççĕ. Кỹршĕллĕ Пăва районĕнче (Тутарстан) ялсене газ кĕртсе пĕтерни пирки калаçма та кирлĕ мар. Пирĕн республикăра вара газ пăрăхне хуманни пĕртен-пĕр Елчĕк районĕ кăна тăрса юлнă. Администрацин капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕпе района газ хăçан килесси пирки калаçатăп. Çулталăк ĕçлет пулсан та вăл нимех те пĕлмест иккен.

Çав вăхăталла пирĕн района информаци кунне республикăри финанс министрĕн çумĕ Рена Быкова килнĕччĕ. Ман пỹлĕмре района газ кĕртмелли схема çакăнса тăрать. Çавăн çине алăпа тĕллесе эпĕ пысăк чиновникран татах çакăн пирки ыйту паратăп. «Хăвăрăн ĕçлемелле», — пулчĕ кĕске хурав. Аптрамалла вĕт. Кайран чăнах та çак хĕрарăм пире укçа-тенкĕ енĕпе чылай пулăшу кỹчĕ.

Унтан-кунтан ыйткаласа тĕпченĕ хыççăн Комсомольски районĕнчи Мăн Явăш ялĕ патне тухса кайрăмăр. Шупашкар енчен газ магистраль пăрăхĕ кунтан иртсе каять-мĕн. Ăна Патăрьелне хурса çитернĕ ĕнтĕ. Çак тĕлтен вăл юпленсе Елчĕк районне каймалла. Тарăн юра аша-аша газ пайланăвĕн вырăнне çитрĕмĕр. Халĕ те астăватăп-ха, газ шăрши пур. Кранне лайăх çавăрса хупман пулнă иккен. Ăна тирпейлесе ятăмăр. Ăнлантăмăр ĕнтĕ, пирĕн ĕçе çакăнтан пуçламалла. Анчах малтан район администрацине çĕнĕ çынсем, ĕçшĕн тăрăшакан ертỹçĕсем кирлĕ. Пĕрремĕш çум пулма районти «Сельхозтехника» управляющине Петр Алексеевич Ефимова чĕнсе илтĕм. Вăл инженер, техникăна «витĕр» пĕлет. Предприятине те чылай çул ăнăçлă ертсе пырать. Кăштахран, апрель варринче, капиталлă строительство пайĕн начальникĕ пулма районти хатĕрлев кантурĕн директорĕнче вăй хуракан Курнавăш чăвашне Илья Васильевич Кузнецова çирĕплетрĕм. Вăл самана пăтраннă вăхăтра та хăйĕн Коопзаготпромне республикăра малти рете кăларчĕ. Специальноçĕпе — строительство инженерĕ, опытлă специалист. Пай яваплăхне те çĕнетме тиврĕ, малашне вăл — строительство, газификаци, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ. Вăлах район пуçлăхĕн çумĕ те. Пусарсах çакна çирĕплетрĕм — пай ятĕнче газификаци сăмах иккĕмĕш вырăнта тăрать пулсан та, вăл малта пулмалла! Районта газификаци туса пĕтериччен! Пĕтĕм яваплăха хăй çине илтĕр тесе И.В.Кузнецова район администраци пичечĕн дубликатне те тыттартăм, сиксе тухакан ыйтусене васкавлă татса пама хам ятран документсем çине алă пусма полномочи патăм. Илья Васильевич пĕр тăхтаса тăмасăр хĕрỹ ĕçе пикенчĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кирек епле строительство ĕçĕ те проектпа смета документацийĕнчен пуçланать. Пилĕк-ултă çул каялла çут çанталăк газĕ кĕртме тутарнă хутсем халĕ пĕтĕмпех кивелнĕ. Унтанпа çĕнĕ нормативсем пурнăçа кĕнĕ, ĕçсен, материалсен хакĕсем урăх… Елчĕке тỹрĕрех килмелли газ магистраль çулĕ те улшăннă: ăна халĕ Комсомольскинчен Патăрьел енне пăрса янă. АГРС (автоматическая газораспределительная станция) лартмалли вырăн та уçăмлă мар. Требованийĕсем вара ỹссех пыраççĕ. Акă, малтан çав станцинче оператор валли пỹлĕм тума пăхман. Халĕ унсăр яхăнне те ямаççĕ. Ку çеç те мар, тата электролини илсе пымалла. Елчĕкелле каякан магистраль газ пăрăхĕн проектпа смета документацине Горькинчи «Гипрогазцентр» институтра хатĕрлеççĕ. Ман çĕнĕ заместитель республикăри Строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Н.Филатов патĕнчен тухма пĕлмест, эрнере иккĕрен кая мар тăватçĕр километрти Чулхулана вĕçтерет, ытти кунсенче урăх организацисене çỹрет. Çапла майпа пире унта çулталăк тумалли документацине тăватă уйăхра хатĕрлесе пачĕç. Анчах ку хут ĕçĕ вĕçленнине пĕлтермест-ха. Ăна ун хыççăн Госгортехнадзор органĕнче, Волготрансгазра регистрацилемелле. Çакăн хыççăн виçĕ енлĕ килĕшỹ çырма вăхăт çитет. Патшалăх енчен — ЧР Строительство министрĕ — укçа уйăраканни, подрядчик — смета тăрăх ĕç тăваканни. Паллах ĕнтĕ, Елчĕк район администрацийĕ — муниципалитет заказчикĕ.

Эпĕ хам енчен Шупашкарти газ кĕртес енĕпе ĕçлесе пысăк опыт пухнă хăватлă «Лига» ООО ертỹçи А.С.Гусаров патне çул тупрăм. Вăл маларах Елчĕк районĕ урлă Чăваш Патшалăх Канашĕнче депутат пулма шутланă. Анчах ĕç тухман. Çавăнпа унăн пирĕн çине çилĕ те пулнă иккен. Апла тăк, ĕçлеме те килĕшесшĕнех мар. Çапах эпир унпа пĕр чĕлхе тупрăмăр. Малалла иртсе калас тăк, тепĕр суйлавра Елчĕксем ăнах суйласа депутат турĕç.

2002 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче эпир Елчĕкре район Акатуйне ирттертĕмĕр. Çак кун пирĕн пата тĕп хуларан сумлă делегаци килчĕ: Республика Президенчĕ Н.Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский ентеш тата çав «Лига» пĕрлĕхĕн ертỹçи А.Гусаров. Эпир çакăнпа усă курса район активне пуçтарса лакса ларнă газификаци ыйтăвне сỹтсе яврăмăр. Газ çитмен пĕртен-пĕр район юлнине шута илсе Президент республика хыснинчен хушса укçа пама, финансированине 100 миллиона çитерме шантарчĕ. Паллах ĕнтĕ, кăçалах çулталăк вĕçленнĕ тĕле районти АГРСра газ çутса ямалла.

Елчĕк районне каякан газ магистралĕн тăршшĕ 28,7 километр. Çав шутра Комсомольски çĕрĕсемпе — 10 çухрăм. Хурçă пăрăх диаметрĕ 219 миллиметр. Унта пысăк, 74 атмосфера пусăмĕ тăрать. Роторсем тарăнăшне 1,5-1,6 метр çĕр чавса пымалла. Пăрăха хирсем, çырма-çатрасемпе варсем, çулсем тата ытти чăрмавсем урлă хурса Елчĕкпе Таяпа Энтри хушшине илсе çитермелле. Кунта АГРС пулать (малтанхи проектсем тăрăх икĕ çĕрте палăртнă. Пĕрре кăна хăварни пирĕн ĕçе самай çăмăллатрĕ. Хăватлă станци тепĕр Елчĕк пек района тивĕçтерме пултарать). Малалла вара газ пĕчĕкрех пусăм çине куçса, паллах ĕнтĕ, тăвăртарах пăрăхсемпе, район тăрăх виççе пайланса саланать.

2002 çулта çĕр-шыв типнĕ-типмен, пĕтĕмпех хатĕрлесе пĕтермен проектсемпех «Лига» ĕçченĕсем хăватлă техникăсем турттарса килсе хĕрỹ ĕçе пикенчĕç. Кăшт маларах трасса пуçламăшне вырăнта пăхма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Строительство министрĕ В.Н.Филатов, А.С.Гусаров подрядчик килчĕç. Çакă та пире ĕç ăнăçлă пуласса нумай шантарнă.

Строительсем хавхаланса ĕçлерĕç. Метр хыççăн метр, километр хыççăн километр газ пăрăхне хураççĕ. Йывăрлăхсем те пулнă, паллах. Акă, Комсомольски районĕнчи Янкасси ялĕ патнелле газ строителĕсен тарăн çырма, шыв плотини урлă каçмалла пулчĕ. Шăпах шыв-шур вăхăчĕ. Ĕçе чарса çĕр-шыв типессе кĕтме сĕнỹ паракансем те пур. Анчах эпир çирĕп тăратпăр: çанталăка пăхса тăмалла мар. Строительсем пĕр кайсан, каялла киличчен тем вăхăт иртсе каять. Пулăшмалла пулсан, субботник йĕркелетпĕр. Çапла турăмăр та. Шыв тăрăх вăрăм кунчаллă резина атăсемпе çỹресе пăрăхсене хутăмăр. Хамăр çапла çине тăрса хистесе тăман тăк, ĕç нумайлăха чарăнса ларма пултаратчĕ. Ун чухне пирĕншĕн пĕр кун та уйăх пек хаклăччĕ.

Газ магистральне Елчĕке нормативсемпе çĕнĕ çул тĕлне хурса тухма палăртнăччĕ. Пысăк тĕллев! Анчах: «Куç хăрать те алă тăвать», — тенĕ. Строительсем ума лартнă задачăна ноябрь çурринчех пурнăçларĕç. Район администрацийĕ енчен те пулăшу парсах тăнă. Канаша вакунпа пăрăхсем илсе килнĕ-и? Транспортлă предприятисен прицеплă е çурма прицеплă автомашинисем çав кунах вĕсене газ трасси çывăхне турттарма тухса каяççĕ. Мĕн те пулин çĕмрĕлет-и? Тỹрех çывăхри коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсен машинăпа трактор паркĕнче ĕçлекенсем çитеççĕ. Çуллахи кунсенче çур çĕрччен тенĕ пек вăй хунă. Ноябрь вĕçĕнче вара АГРСра сумлă лару-тăрура факел чĕртсе çут çанталăк газĕ Елчĕк тăрăхне çитнине паллă турăмăр. Унта республикăн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров та хутшăнчĕ. Елчĕке газ çитнĕ хыççăнах (çулталăк вĕçлениччен) виçĕ ГРП (газ валеçекен пункт) лартса район больницине, райцентрти вăтам шкула тата «Çĕнтерĕве — 50 çул» урамри çуртсене «кăвак çулăмпа» хутса ăшăтма тытăнтăмăр. Пĕрлех Елчĕкпе Аслă Елчĕкре уйрăм çуртсене газ кĕртес енĕпе ĕçлеме пикентĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ текех иккĕленмелли çук — çут çанталăк газĕ Елчĕке çитнĕ, нумайăшĕ вăл мĕнле çăмăллăх панине туйса илнĕ темелле. Çак ĕçсене тума Пăвари «Буинская ПМК» (директорĕ Рустем Хамидуллин) пысăк пулăшу пачĕ. Кайран асăннă организаци районăн пĕрре виççĕмĕш пайне газ кĕртрĕ.

Николай ЛАРИОНОВ.

Малалли çитес номерте.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code