Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксене пĕрлештерет

Çамрăксене пĕрлештерет

Тăвай муниципалитет округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче республикăри çамрăксен «Ялта чи лайăххисем» слечĕ иртнĕ.

Виççĕмĕш хут йĕркеленĕ мероприятие ял хуçалăх, вĕренỹ, культура, сывлăх сыхлавĕ, муниципалитетпа власть органĕсенчен пĕтĕмпе пин ытла яш-кĕрĕм хутшăннă. Вăл йышра — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ертсе пынă делегаци те.

Йĕркелỹçĕсем агрослета хутшăнакансем валли пуян программа хатĕрленĕ: çавра сĕтелсем, уçă калаçусем, ăсталăх класĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, культура мероприятийĕсем. Кашнинчех вĕсенче хăйсен пуçарулăхне, пултарулăхне кăтартма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пултарнă. Дискусси лапамĕсенче те, пурĕ ăна пилĕк темăпа йĕркеленĕ, тĕрлĕ ыйту çине хурав илме май пулнă. Слет ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă май, вăл агрослет регионта туризма ăнăçлă аталантармалли вырăн пулса тăнине, малашне унта Раççейри ытти субъектсене йыхравлассине те пĕлтернĕ.

Унтах «Ялта чи лайăххисем» агрослетăн ĕçлĕ программи шайĕнче Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн регионти уйрăмĕ тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшỹ çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн çамрăксен политикине пурнăçлама, çĕнĕ ăрăвăн социаллă пурнăçĕнчи, пултарулăхри тата услам ĕçĕнчи пуçарăвĕсене пулăшу кỹме, ял территорийĕсене аталантарма тĕллев лартнă. «Ял çамрăкĕсене пурăнма, ĕçлеме тата тăван çĕр çинче çемье çавăрма майсем туса парасси — пирĕн тĕллев. Эпир пĕрле нумай усăллă та кирлĕ ĕç тăвасса шанатпăр. Хальхи çамрăксем хăйсен хастарлăхĕпе тата тĕллеве пурнăçа кĕртессипе палăрса тăнăран чылай ĕç тума пулать», — тенĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директор çумĕ Светлана Павлова.

Агрослет программинчи мероприятисене пирĕн округ çамрăкĕсем те хастар хутшăннă. Елчĕкри Портновсем çемьесен ăмăртăвĕнче 4-мĕш вырăн йышăннине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçсен çитес çулхи форумĕ тата анлă пуласси куç кĕретех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code