Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăк çемьене — свидетельство

Çамрăк çемьене — свидетельство

Питтĕпел ялĕнче пурăнакан Васильевсем нумаях пулмасть «Ял территорийĕсене комплекслăн аталантарасси» программăпа килĕшỹллĕн патшалăхран çурт-йĕр хăпартма е туянма уйăракан социаллă тỹлеве (пурĕ 700 пин тенке яхăнлăх) илме тивĕçлĕ пулнă. Çак ятпа çамрăк мăшăра округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă.

Çамрăк çемьешĕн патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ малашлăх пурнăçра хавхаланса ĕçлеме хистекен пысăк тĕрев пулса тăни каламасăрах паллă. Кил хуçи — «Победа» ОООра тракторист-машинист пулса вăй хуракан Владимир Николаевич хăй те çакнах çирĕплетет.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕнче округ территорийĕнче пурăнакансене (производствăра ĕçлекен, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăх çитĕнекенсене) çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшасси тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать. Сăмах май каласан, 2023 çулта РФ патшалăх программипе килĕшỹллĕн муниципалитет округĕнче 4 çамрăк çемьене 3 969 000 тенкĕлĕх (296,42 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хăпартма е туянма) социаллă тỹлевпе тивĕçтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code