Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кил хуçисем вăйлăрах

Кил хуçисем вăйлăрах

Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тимлекенсен яланах сыхă пулмалли паллă-ха. Çав вăхăтрах вĕсен профессийĕ вăр-варлăха питĕ çирĕп ыйтать.

Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ территори пайĕсенчи пушар хурал чаçĕн подразделенийĕсене тата ирĕклĕ пушар дружинисен ĕçне те тивĕçлипе йĕркелес, вĕсене яланах хатĕррисен ретĕнче тытса тăрас тĕлĕшпе чылай ĕç тăвать. Çулсерен вĕсен хушшинче «Округри чи лайăх пушар хуралĕн подразделенийĕ» смотр-конкурс ирттерни те çирĕплетет çакна.

Çак кунсенче вăл Аслă Таяпа территори пайĕнче иртнĕ. Тупăшăва хутшăнакансене чи малтанах Елчĕкри пушар хурал чаçĕн начальникĕ Василий Григорьев тата вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов саламланă, ăнăçу суннă, культура ĕçченĕсем хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

Пултаруллă арсем пирваях «Пушар сỹнтерекенĕн ятарлă тумĕпе снаряженине тăхăнасси», ун хыççăн «Мотопомпăран условлă пушара сỹнтересси» конкурссенче ăмăртнă. Пысăк хăвăртлăхпа тухăçлăх кăтартса сакăр командăран чи вăйлисем — Аслă Таяпасем пулнă. Вĕсем кубока, I степень диплома тата хаклă парнене тивĕçнĕ. Призерсен йышне кĕнĕ Кĕçĕн Таяпапа Курнавăш ялĕсен командисем те синкерлĕ лару-тăрура тивĕçлĕ йышăну тума пултарнине кăтартса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code