Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хаçат çырăнмасăр ан юл!»

«Хаçат çырăнмасăр ан юл!»

Пĕчĕк шалу паян никама та, уйрăмах çамрăксене, тивĕçтермест. «Эпир, почтальонсем, укçи пысăках мар пулин те, çỹретпĕр-ха», — çак сăмахсемпе пуçлать почтальонсен пысăк пайĕ калаçăва. Шалу чакни почтальонăн ĕç кунне кĕскетнипе, чылай çул каялла Раççей почти оптимизаци ĕç-хĕлне пуçарнипе çыхăннă.

Çавна май почтальонсен шучĕ чакрĕ, хаçат-журнала вулакан патне çитерес ыйту çивĕчленчĕ, йывăрлăхсем пуçланчĕç. Çакă тираж çине те пырса çапрĕ, çавна май пичет кăларăмĕсене салатасси кăткăсланчĕ. Пирĕн округра анчах мар, республикăра, çĕршывра çакăн евĕр ỹкерчĕк. Енчен те почтальон пулмасан хаçат-журнал вулакан патне çитмест анчах мар, почта çыхăну уйрăмĕсем те хупăнма пултарĕç. Ку вара тата та шутлаттарать.

— Халăх хаçат вуласшăн, кĕтет. Ватăсемшĕн çапах та хаçат чуна çывăхрах. Вĕсем, пĕр хăнăхнăскерсем, укçа çук тесе тăмаççĕ — «чун апатне» çырăнаççĕ. Виçĕ-тăватă кăларăм илсе тăракансем те пур, — çапла пĕлтерет Елчĕкри 1 номерлĕ почта çыхăну уйрăмĕн почтальонки Галина Кузьмина.

Почтальонсем йывăрлăхсене пăхмасăр халăхшăн тăрăшаççĕ, шăрăхра та, çапса çăвакан çумăрта та, çил-тăманра та ялсемпе почта уйрăмĕсен хушшинчи çула такăрлатаççĕ, килĕрен çỹреççĕ. Почта уйрăмĕсем хальхи вăхăтра çакăн пек ĕçченсем çинче тытăнса тăраççĕ те ĕнтĕ. Сăмах май, паян почтальон хаçат валеçекен кăна мар: унăн сутуçă та, страхлакан агент та пулма тивет, вăлах пенси валеçет, коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлевсене йышăнать, çĕнĕ технологисене алла илет, ватăсене тỹлевсемпе вырăнтах татăлма пулăшать, çынпа пĕр чĕлхе тупса калаçма пултарать, хăш чухне психолог ĕçне те пурнăçлать. Куратпăр, ĕçĕ çăмăл мар, яваплăхĕ вара çав тери пысăк.

Çакăн пек пысăк чунлă патриот пулнăшăн хаçат ĕçченĕсем округри мĕн пур почта ĕçченне пысăк тав сăмахĕ калаççĕ: «Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн!»

Çав вăхăтрах вулаканăмăрсене те пĕрлех пулнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр, «Вулаканăмăр, иккĕмĕш çур çулта та пĕрле пулар, хаçат çырăнмасăр ан юл!» — тесе ыйтатпăр.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: вулакан патне çула тухма хатĕрленнĕ Елена Хрисанова, Ильгиза Григорьева, Елена Григорьева почтальонсем Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçипе Надежда Бегдаутовăпа канашлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code