Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул саккинченех — професси пĕлĕвĕ

Шкул саккинченех — професси пĕлĕвĕ

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем шкул саккинченех професси пĕлĕвĕ илсе тухаççĕ. Кăçалхипе 45-мĕш хут кунтан тракторист-машинистсене вĕрентсе кăларчĕç.

Округри çак пĕр шкулăн анчах «В», «С», «Е», «F» категорири тракторист-машинистсене тата «А», «В», «С» категорири автомашина водителĕсене хатĕрлесе кăларма ирĕк паракан лицензи пур.

Нумай çултанпа çак статуса тытса пыракан шкулта вĕренỹ класĕсем — 2, практика занятийĕсене ирттермелли класс — 1. Вĕсене вĕренỹ вăхăтĕнче усă курмалли плакатсемпе, макетсемпе тата тĕрлĕрен узел-агрегатсемпе тивĕçтернĕ. Кунтах çул-йĕр йĕркисене вĕрентекен тренажер та пур.

Иртнĕ кунсенче професси класĕнче вĕренекенсем хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе оборудованисен хăрушсăрлăхĕ, çул-йĕр правилисене пăхăнассипе, ДТ-75, МТЗ-82, Т-25 тракторсене тата «РСМ-142», «АГРОС-530» йышши тыр-пул çапса тĕшĕлекен комбайнсене çỹретессипе экзаменсем тытрĕç, выпускниксем тракторист-машинист удостоверенийĕсене алла илчĕç. Экзаменсене Елчĕк тата Шупашкар муниципалитет округĕсенчи патшалăх техника асăрхавĕн специалисчĕсем йышăннă.

В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн округри
уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code