Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наркотик сутма явăçтарнă

Наркотик сутма явăçтарнă

Чăваш Енре çул çитменнисем наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тăвасси ỹснине палăртнă республикăри наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче.

Кăçал Чăваш Енре çул çитменнисем асăннă йышши 11 преступлени тунă — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен икĕ хут ытла нумайрах. Айăплисем — 8 çын. Вĕсем -Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар çамрăкĕсем. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта унашкалли пĕр çын кăна пулнă. Çулталăк пуçланнăранпа 17 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсен шутĕнче аслă юлташĕ 14 çулти ачана наркотик сутма явăçтарнă тĕслĕх те пур — ỹкĕтлесе, укçапа илĕртсе тумхахлă çул çине тăратнă.

Киревсĕрлĕхрен упранар, вĕсен хăрушлăхĕ пирки ачасене асăрхаттарсах тăрар.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code