Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > ТЕЛЕЙПЕ ЫРЛĂХ УТРАВĔ

ТЕЛЕЙПЕ ЫРЛĂХ УТРАВĔ

Республикăри паллă çыравçă, 1967 çултанпа СССР Журналисчĕсен Канашĕн членĕнче тăракан Анатолий Тимофеев хальхинче чăвашсен Тутарстанри Сиктĕрмере иртнĕ черетлĕ уявне Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Иванович тата унăн сумлăран та сумлă ашшĕн, халăх предприятийĕсен «Звениговский» агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Иван Иванович Казанковсен ятарлă йыхравĕпе хутшăнчĕ. Çавна май унăн тĕрлĕ регионсенчен пин-пин çын пухăнакан Раççей пĕлтерĕшлĕ мероприятие нихçанхинчен те тарăнрах курма-тĕпчеме те, тĕрлĕ енлĕн хаклама та майĕсем ытларах пулнă. Казанков аслипе, мĕнпур ырă ĕçсен пуçаруçипе тата ертỹçипе, пĕр çулаллисемех тата пĕр шухăшлисемех вĕсем. Унăн ывăлĕн — халăх суйланă депутатăн — тĕллевĕсемпе пуçарăвĕсене те ырласа йышăнать, вăл кирек хăш ĕçе тытăнсан та вĕçне тухма, чăрмавсене çĕнтерме хăнăхнине палăртать. Иван Казанковăн пархатарлă ĕçĕсем пирки асăннă уяв урлă кăтартса пама тĕллев тытрĕ ку номерте Анатолий Артемьевич.

Сиктĕрме чĕрене сиктерет, чăн ĕçпе пурăнмашкăн хистет

«Эпĕ вун тăхăр кĕнеке авторĕ, — палăртать Анатолий Тимофеев. — Пичет ĕçĕнчи опыт та, тĕрлĕ темăна тĕпчесе çутататас енĕпе пуларулăх та самаях пек туятăп. Анчах «Звениговский» пек хăватлă, кирек хăш кăткăслăхра та аталанса пыракан ял хуçалăхĕпе производство комплексĕн хăйне евĕрлĕхне уçса парасси, унăн иртнĕ тапхăрĕпе малашлăхĕ пирки уçăмлăн каласа кăтартасси уйрăмах пысăк яваплăх ыйтать. Унта кăçал Раççейри вун-вун регионпа хуласен элчисемпе пултарулăх коллективĕсемпе пĕрле Азербайджан Республикинчи Азер Джафарли Биля-сувар хулин ертỹçи ентешĕсен ушкăнне илсе килчĕ. Тутарстанра хăйĕнче пурăнакан 175 наципе халăх йышĕнчен те пин-пин çын хутшăнчĕ. Паллах, Чăваш Ен делегацийĕ чи пысăкки пулчĕ. Патреккел халăх хорĕ, Тỹскелĕнчи «Шуçăм», Елчĕкри «Тарават» ушкăнсен артисчĕсем уявăн сумлă хăнисем пулса хăйсен юрри-ташшипе илем кỹчĕç. Çакна та палăртса хăварар. «Уяв Пики — 2024» ята çак кун Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу хĕрĕ Анна Искендерова тивĕçрĕ.

Мана, ачаранах çырма, нумай пĕлме тăрăшнăскере, чăваш халăх поэчĕн Петр Петрович Хусанкайăн вĕçĕмсĕр таланчĕ (ăна Раççейри тата Совет Союзĕнчи кăна мар, тĕнчери нумай чĕлхесене куçарнă) яланах хăй патне илĕртет. Çавна пула меллĕ самант сиксе тухсанах кăмăл вăл çуралнă Сиктĕрменелле туртăнать. Çитменнине, кăçал А.С. Пушкинăн 225 çуллăхĕ пулнă май, Петĕр Хусанкай унăн «Евгений Онегин» романне тăван чĕлхене куçарса чăваш халăхĕ патне çитерни те пысăк пулăм. Унта, ĕлĕкрех пысăках та мар ялта, халĕ хула-музее çаврăннăскерте, сывлăшĕ те, тавралăхĕ те, çыннисем те пĕрмай çĕнелсе, лайăхланса, илемленсе, аваллăхпа паянлăха сыпăнтарса пыраççĕ. Тавралăха чиперлĕх кĕртекен, чăн-чăн çынлăхпа ырă пуласлăх патне йыхравлакан, иксĕлми вăй паракан асамлăх тапса тăрать-çке кунта. Авал историре паллă пулнă «Сăвар» хăй кăна та мĕне тăрать?! Пытармасăр каласан, аслă поэт çинчен калани вулакансене те хушма хавхалану кỹрет. Сиктĕрме ахаль Сиктĕрме çеç мар çав. Унăн çĕрĕ çинче, кашни кил-çуртпа тỹремре чăн-чăн авллăхпа ĕнерхи тата хальхи çĕнĕлĕх тачă çыхăнса тăнăран, уява килнисенчен кашниех хăйĕнчен хăй çапларах ыйтнăн туйăнать: «Мĕншĕн-ха эпир, ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă пулсан та, хамăрăн аваллăха, ĕмĕрсем хушши йăл илсе, çĕнелсе тата аталанса пынă, хуллен-хулленех вăй пухса лайăхланнă йĕркесене упрасси тата аталантарасси пирки тĕплĕн шухăшламастпăр?

Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, халĕ таçта та паллă, ятлă Казанковсем — ашшĕпе ывăлĕ, тата вĕсене ĕçпе тата чунпа пулăшакансен пысăк ушкăнĕ (унта Тутарстанăн пуçаруллă та пултаруллă ертỹçисене те кĕртетĕп) ку енĕпе тахçанах сахал мар пуç ватнă. Анчах, вăтăр çул ытла каялла тĕплĕн шутласа туман тĕлсĕр улшăнусене пула пур енчен çирĕп 15 республикăллă тытăма, тĕпрен илсен, йĕркеллех аталаннă колхоз-совхозсене те сыхласа хăварма май килмен. Çав вăхăтрах Казанков аслипе ун майлисем, хăюллă та вăйлăскерсем, çитменнине питех те ăслă практиксем, хăйсем чиперех тытса тăнă «Звениговский» совхоза ыттисен аллине куçарма та, салатса яма та килĕшмен. Каярахпа, çав çĕнтерỹçĕсене, вĕсен ырă ĕçĕпе пуçарăвĕ ăнăçлăх кỹнине пула предприяти Мари Республикипе Раççейре кăна мар, Европăра та чапа тухнă.

Чăннипе илсен, совхоз никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ аш-какай комбиначĕ хăйĕн паха та техĕмлĕ продукцийĕпе такама та тĕлĕнтернĕ, тĕлĕнтерет те. Малтан вĕсем «Раççейри чи лайăх 100 тавар» шутне кĕнĕ. Унтан, тĕнчери какай ăстисен Германири Майн çинчи Франкфуртра иртнĕ куравĕнче пирĕннисем пĕр вăхăтрах 16 ылтăн, 6 кĕмĕл, пĕр бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта 135 çĕршыври 6000 какай комбиначĕ хушинче «Звениговский» пĕрремĕш кубок хуçи пулса тăнинчен тĕлĕнетĕн те, тивĕçлипе хавхаланатăн та.

Чăвашлăхăн тымарĕ çирĕп

Çапах та сăмаха Сиктĕрмери черетлĕ уяв пиркиех малалла тăсар-ха. Чи малтанах çакна уçăмлăн палăртас тетĕп. Элкел районне кĕнĕ çĕртенех Сиктĕрмепе ун таврашĕнче вырнаçнă «Хузангаевское» хуçалăх территорийĕнче ЧĂВАШЛĂХ вĕресе-тапса тăни сисĕнет. Унта та кунта Петр Петрович Хусанкай чĕлхипе, чăн чăвашла çырнă лозунгсемпе плакатсем куçа илĕртеççĕ. Çулсемпе сукмаксемпе те чăваш тум-юмне тăхăннă халăх хĕвĕшет. Вĕсен калаçăвĕ, пĕр-пĕринпе сăмахлани тăрăхах çакна туйса илетĕн: ушкăнсем тĕрлĕ республикăсемпе облаçсенчен, хуласенчен килнĕ пулсан та уявăн тĕп чĕлхипе саламлашаççĕ, калаçу-каларăшра тĕрлĕ пусăм тусан та чăн-чăвашла туйăма палăртса сумлăн та именчĕклĕн пуç таяççĕ.
Пĕр пысăк пулăма уйрăммăн палăртмаллах пулĕ: кирек ăçталла пăхсан та пĕрлĕхпе канаш çинчен аса илтерекен сăмахсем чĕрене тыткăнлаççĕ. Акă, «СССР 100 çуллăхĕ» ячĕллĕ питех те пысăк лапам умĕнче унчченхи Союзлă республикăсен ялавĕсем мăнаçлăн вĕлкĕшеççĕ, эпир савăнса тата мăнаçланса ỹснĕ герб таçтанах чуна тыткăнласа çуталса тăрать. Çĕр чăмăрĕ çинчен чи малтан тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă Юрий Гагаринпа чăвашран тухнă Андриян Николаев космонавтсен палăкĕсемпе пĕрлех халь-халь уçлăха вăркăнма хатĕр «Восток» космос ракети те юнашарах…

Ытти ырă пулăмсем та куç умне тухаççĕ: пирĕн несĕлсене ырлăх кỹнĕ, халăха çăкăрпа тивĕçтернĕ, халĕ çĕнĕрен тунă, пĕр кăлтăксăр ĕçлесе ларакан çил тата шыв арманĕсем, кĕсменпе ишмелли кимĕсемпе сулăсем тата ытти те. Акă ăçта вăл чăн-чăн истори, çамрăк ăрăва аваллăхпа паянлăха хăй куçĕпе курса ăнланмалли тата вĕренмелли чăнлăх!

Хитре уяв çеç мар

Лаптăкĕпе темиçе гектар йышăнакан «Çĕнĕ Сăварта» никама та тăвăр мар: пин-пин юрлакан-ташлакан артистсемпе тĕрлĕ тум-юмлă илемлĕх коллективĕсене те, ал ăстисемпе асамлă вăйсем кăтартакансене те, вĕсене тата ытти илемпе киленсе канса ларакансене те, пурне те курса ĕлкĕрес тесе унта-кунта куçса çỹрекенсене те. Тĕп лапамра та, ытти лаптăксенче те пĕр вăхăтрах е умлăн-хыçлăн темиçе тĕрлĕ мероприяти иртсе пырать.

Ертỹçĕсем — агрохолдинг гендиректорĕ — тăхăр теçетке пуçтарса пыракан ывăнма пĕлми Иван Казанковран пуçласа Мускавран килнĕ КПРФ Тĕп комитечĕн Пĕрремĕш секретарĕн пĕрремĕш çумĕ Юрий Афонинпа ыттисен хĕрỹ саламĕсем хыççăнах сцена çине тахçанах халăх хисепĕ пулса тăнă Вячеслав Христофоровăн «Янра, юрă» ушкăнĕ тухсан, чылайăшĕ чăтса тăраймарĕ, ташша ячĕ. Уява пурте пĕлекен, юратакан Светлана Асамат, Августа Уляндина, Алексей Московский тата ытти çĕр-çĕр хăна хăйсен талантне кăтартнисĕр пуçне йĕркелỹ ĕçне те хутшăнни чăвашсем, чăвашсем кăна мар, ытти хăнасем те пĕрлĕхпе туслăха мĕн тери кăмăлланине палăртрĕ, яланах пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса ĕçлемеллине тата пурăнмаллине ĕненмелле çирĕплетрĕ.

«Чăваш уявĕ», кăçал виççĕмĕш хут иртнĕскер, ыттисенчен мĕнпе уйрăлса юлчĕ? Тỹрех татса калатăп: кирек мĕнле обществăра та халăх пĕрлĕхĕпе килĕшỹ тĕп вырăнта пулмалла. Уяв кунĕ тĕп лапамра нумай ал ăстисем хăйсен ĕçне, чăвашра тымар янă нимене кăтартнипе пурте кăмăллă юлчĕç. Ушкăнпа, килĕшỹ никĕсĕнче çуралнă ачана ỹстерме те, ывăла салтака яма е çитĕннĕ хĕре качча парса илемлĕн пĕрлештерме те, вилĕм-чĕрĕме тирпейлесе чикме те çăмăлрах вĕт. Йышпа çĕнĕ çурт-йĕр тăвасси те, пурнăçа аталантарасси те ăнăçлăрах пулса пынине витĕмлĕн кăтартрĕç уяв тỹремĕнче. Çакна «Звениговский» агрохолдинг опычĕ хăех витĕмлĕн çирĕплетет. Иван Ивановичпа ун тусĕсем Мари Республикинчи предприятисене (совхоза, аш-какай тата сĕт-çу комбиначĕсене) аталантарнипе пĕрлех, Элкел тăрăхĕнчи пĕтес патне çитнĕ хуçалăхсене шурлăхран туртса кăларчĕç. Вĕсем «Хузангаевский» агрокомплекс никĕсĕ çинче нумай тĕрлĕ паха продукци кăларса ăнăçлă вырнаçтарнă май, тупăшлă та тухăçлă ĕçлекен халăх предприятийĕ пулса тăчĕç. Халĕ вăл — Вăтам Атăл тăрăхĕнчи производствăпа культура тата аталану центрĕ пулса тăчĕ. Юмахри пек.

Хусанкайпа пĕрле çăлран шыв ĕçсе çитĕннĕ Иван Иванович Казанков тĕнчипе паллă çыравçăпа танах ăслă та хăватлă. Паян вăл ертсе пыракан халăх предприятийĕсен пĕрлешĕвĕ ( пĕтĕмпе 100 пин ытла гектар çĕр, 300 пин пуç выльăх-чĕрлĕх усраса тирпейлекен) вунă ытла регионти хăйĕн пин лавккине хăй туса илекен паха продукцие вырнаçтарса, халăх тавне тивĕçет. Çав вăхăтрах предприятисенче ĕçлекен 5000 ытла рабочие тивĕçлĕ ĕç укçи, ытти пулăшу парса тăрать. Ача сачĕсемпе шкулсене, сывлăх тата культура учрежденийĕсене тытса тăрассинчен те пăрăнмасть. Рабочисене лайăх хваттерсемпе çуртсем лартса парассипе те çине тăрса ĕçлет.

«Звениговский» продукци мĕншĕн пысăк сумра?», — ыйтĕ вулакан. Хуравĕ ансат: унта ГОСТ хуçаланать. Урăхла каласан, пахалăх стандарчĕ яланлăхах сыхланса юлнă. Холдингри предприятисенчи обществăлла организацисем ăна епле пурнăçланине куçласах тăраççĕ. Холдинг ертỹçисене парти организацийĕсем ертсе пынипе пĕрле профсоюз тата комсомол комитечĕсем те пикенсе ĕçлеççĕ.

Уявра юрттă лашасен ăмăртăвĕ чылайăшне килĕшет. Вăл çулленех çĕнелсе, лайăхланса пырать. Ку хуçалăхрах çакăн пек лашасем ĕрчетнипе те çыхăннă пулĕ. Литературăпа искусство ăстисене хисеплени, пысăк сум пани творчество енĕпе вăй хуракансене хавхалантарать. Тĕп лапампа юнашарах, «Хусанкай урамĕ» текеннинче, икĕ теçеткене яхăн çыравçăн пысăк портречĕсене (алăкран та çỹллĕрех те сарлакарах пулĕ) вырнаçтарнă. Юнашарах илемлĕ сак. Унта ларса: «Петр Петрович Хусанкайпа канашлаччăр», — тенĕ пулас.

Уяв кăмăла çĕклерĕ. Кунта пĕр чăмăр, халăх пĕрлĕхĕ хуçаланнăран пурнăç вĕресе тăрать. Иван Казанков тата унăн команди евĕр пуçаруллă çынсем пулнăран чăвашлăха аталантарас ĕçе çирĕп тытса пыраççĕ Сиктĕрмесем. Тав вĕсене çакăншăн».

(Редакцирен: Тутарстанра Чăваш çыравçисен канашĕ çĕр ытла поэт-писателе пĕрлештерсе тăрать. Анатолий Тимофеев çыравçăна Сиктĕрме тăрăхĕнче сума суни пирĕн кăмăла çĕклерĕ. Тĕп лапампа юнашарах, икĕ теçеткене яхăн çыравçăн пысăк портречĕсен галерейине Анатолий Артемьевичăн сăнне те вырнаçтарнă).

— Çакă хам çуралса ỹснĕ тăрăха час-часах кайса çỹреме, самай ватă пулсан та çырма вăй парса тăрать, — кăмăллăн пĕлтерет Анатолий Артемьевич.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code