Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхпа пĕрле пулнинче — пысăк вăй

Халăхпа пĕрле пулнинче — пысăк вăй

Сергей АРТАМОНОВ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ:

— Юлашки çулсенче ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе халăх пуçарулăхĕ палăрмаллах ỹснине куратпăр. Ял çыннисем хăйсене хальхи вăхăтра мĕнлерех объект кирлĕрех пулнине тĕпе хурса суйласа илеççĕ. Ытларах чухне вĕсем çул-йĕр, спорт лапамĕсем… тăвассин проекчĕсене хапăл туса йышăнаççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев — ял территорийĕсене комплекслă аталанма, мĕн пур хуçалăх формиллĕ предприятисене грантсемпе субсидисем парса пулăшасси, ялти çынсене пурăнма лайăх условисем туса парасси.

Чăваш Республикинче ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ пуçару бюджечĕн программи анлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче муниципалитет округĕн территорийĕнче халăх пуçарăвĕпе вăя кĕнĕ ĕçсем сахал мар.

2024 çулта та ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе 82 проекта ĕçе кĕртме палăртнă. Маларах вĕçленĕ хăш-пĕр объектсенчи ĕçсен шутне Ĕнел тата Тỹскел ялĕсем хушшинчи çакăнса тăракан, Аслă Елчĕк урамĕнчи çырма урлă каçмалли кĕперсене юсани, Елчĕкпе Каркалар ялĕсенчи масар картисене çĕнĕрен тытса çавăрни, Çĕнĕ Тỹскел ялĕнче урама çутă вырнаçтарни тата Таяпа Энтринчи Анаткас урамĕнчен пуçласа ял масарне çитиччен, Арманкас урамĕнчи пăралуккана вак чул сарни кĕреççĕ. Нумаях пулмасть округри ятарлă комисси членĕсем «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ хутшăннипе пурнăçланă Анатри Тимеш ялĕнчи 402 метр инçĕшне тăсăлакан тата Тип Тимешри (170 метр) çулсене вак чул сарнине йышăнчĕ. Ун хыççăнах округ центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă Çĕнĕ Тỹскел ялĕнче иккĕмĕш объекта йышăнма черет çитет. Хальхи вăхăтра кунта Патăрьелĕнчи «Стройкомфорт» ОООри строительсем 2 çухрăм тăршшĕ çула вак чул сарассипе тимлеççĕ. Çул вĕçĕнче автомашинăпа çаврăнса тухмалли ятарлă площадка та пулать, ăна та вак чул сарса хытараççĕ.

Пирĕн округри çынсем тирпей-илеме, тасалăха юратаççĕ. «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса ялсенчи çăл куçсемпе пĕвесене тасатаççĕ. Кăçал та Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пĕвене тасатнă. Иртнĕ çул Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи çăл куçа тирпей-илем кỹчĕç, купель лартрĕç. Маларах Тĕмер ялĕнче те купель тунăччĕ.
Çăл куçсене, пĕвесене тасатас ĕçе округра пурăнакан çынсем хастар хутшăнаççĕ. Ялсенче — пĕрин хыççăн тепринче пĕвесене те тарăнлатаççĕ, шыв управĕсем (Ĕнел тата Елчĕк ялĕсенче) тунă. Çакă пушар хăрушсăрлăхĕшĕн те аван. Патреккел ялĕнчи Северная тата Ленин урамĕсенче ача-пăчана выляса савăнмалли вырăнсене хăтлăх кĕртнĕ. Кăçал тата экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕ пулнине асра тытса ку енĕпе тата сахал мар ĕç пурнăçлама палăртнă: тавралăха симĕслентерес тĕллевпе йывăç-тĕм нумай лартасшăн, кỹлĕсемпе пĕвесене тасатасшăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code