Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуласлăхшăн тăрăшаççĕ

Пуласлăхшăн тăрăшаççĕ

Аслă Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов тăван тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кỹрес ĕçе пуçĕпех кỹлĕннĕ Аслă Таяпа ялĕнчи пуçаруллă çынсемпе тĕл пулма, вĕсем çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсемпе паллашма ыйтнине хирĕçлеме пулмарĕ. Мĕншĕн тесен 2024 çула республика шайĕнче Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курассин çулталăкĕ тесе палăртнă вăхăтра, пушшех, пархатарлă ĕçе хутшăнакан çут çанталăк тусĕсем çинчен ытларах каласа кăтартма кирлине ăнлантăмăр — ыттисем те пĕлччĕр, вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланччăр…

Çут çанталăкпа унăн илемне ăнланакан, ăна упрама тăрăшăкан çын яланах ырă ĕмĕт-шухăшлă, таса та тирпейлĕ пурăнма тăрăшать. Ку сăмахсем шăпах çак ялта пурăнакан Николай Маковпа Николай Мартынова, Алексей Кульмаковпа Владимир Еникова пырса тивеççĕ те. Кỹлĕ урамĕнче пурăнаканскерсем, ял урлă юхса иртекен Таябинка юхан шывăн çыран хĕррине — пĕтĕмпе илсен çур гектара яхăн йышăнакан лаптăка, кунти тапса тăракан çăлкуçа пăхса тăрассине хăйсен хỹтлĕхне илнĕ тесен те йăнăш пулас çук. Çыран хĕррипе утса тухса та пĕр пĕрчĕ çум курăк пĕрчи куçа курăнмарĕ. Ун вырăнне кунта çут çанталăк тусĕсем пĕрлехи вăйпа 70-е яхăн тĕрлĕ йывăç-тĕм лартса ỹстереççĕ — кедр йывăçĕ таранах. Владимир Еников, акă, 32 çул Çĕпĕрте водительте ĕçлесе пурăннă хыççăн каялла тăван яла куçса килнĕ те, авă, кур, халĕ тăван тăрăхри çут çанталăк ытамне кĕрсе ỹкнĕ. Владимир Петрович юхан шыв хĕррипе пурĕ 6 тĕп кедр йывăçĕ лартса хăварнă. Халĕ вăл хăй тĕрлĕ çулсенче Çĕпĕртен илсе килсе лартнă çак йывăçсем мĕнле ỹссе çитĕннине курса савăнать.

Алексей Кульмаковпа Николай Мартынов, Николай Маков та юхан шыв хĕрринчи «хăйсен пахчинче» тĕрлĕ ỹсен-тăран çитĕнтереççĕ, вĕсем те кедр йывăçĕсем ỹстереççĕ, кашнийĕн 3-4 тĕпрен кая мар. Николай Маковăн кил-çурчĕ кỹлĕ хĕрринче, ирĕклĕ вырăнта вырнаçнăран та пулĕ, илемлĕн курăнса ларать. Кил хуçи пăралукран ятарласа карса тунă пĕчĕк пахчара çитĕнтерекен кăвак чăрăшсемпе ытти йывăç-тĕм те аякранах çынсен куçне курăнаççĕ.

Кỹлĕ урамĕнче пурăнакан çак хастар арçынсем çыран хĕрринче çитĕнекен хунавсене сурăх-качака сиен кỹресрен асăрханса йĕри-тавра карта та тытса çавăрнă.

Çут çанталăк тусĕсем — пĕр урамра пурăнакан тăватă юлташ:

— Çут çанталăк — пысăк пуянлăх, ăна юратма, унăн пуянлăхĕпе перекетлĕ те тирпейлĕ усă курма пирĕн, аслисен, ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ỹстермелле. Çамрăк ăру аслисене курса вĕренет, ăша хывса çитĕнет. Çĕр çинче выртакан çỹп-çапа пуçтарни те хăех ырă тĕслĕх мар-и? — терĕç. Вĕсен сăмахĕсем çумне хушса урăх нимĕн те калаймăн…

Елена Еникова — ял старости. Вăл Владимир Ениковăн мăшăрĕ. Елена Петровна староста тивĕçне иккĕмĕш çул анчах пурнăçлать, апла пулин те пуçаруллă та теветкеллĕ пулнипе палăрса тăрать. Хĕрарăм кĕске вăхăтрах ял-йыш хисепне те çĕнсе илме пултарнă. Тĕрлĕ ыйтусене татса панă çĕре хутшăнма тивет унăн. Çакăншăн, паллах, укçа тỹлемеççĕ — пĕтĕм ĕçе чунĕ ыйтнипе пурнăçлать вăл. Елена мăшăрĕпе Çĕпĕрте пурăннă чухне ясли-садра воспитательница пулса вăй хунă, халĕ ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Ениковсен Çĕпĕрте пурăнакан ывăлĕпе Шупашкарти хĕрĕ те яла тăтăшах килсе çỹреççĕ, ашшĕпе амăшне килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнисĕр пуçне, ял илемĕшĕн тăрăшса тĕрлĕ ĕçе хутшăнаççĕ.

…Аслă Таяпа территори пайĕнче июльпе август уйăхĕсенче ĕç вĕресе тăчĕ. Пуçару бюджечĕн программипе усă курса пĕр харăс икĕ объектра пысăк ĕç йĕркелесе ячĕç. Пĕри шăпах эпир пулнă Кỹлĕ урамĕнче, кунта 1913 çулта лашасемпе усă курса алă вăйĕпе чавнă кỹлле тасатассипе тата çырана тĕреклетессипе çыхăннă ĕçсене (проектпа смета документацийĕн хакĕ 919 528,80 тенкĕпе танлашать) пурнăçланă. Тепри — Таябинка юхан шывĕн пуçламăшĕнчи плотинари пăрăха юсани. Ку объектра Вячеслав Сядуков ертсе пыракан вырăнти «ДПМК «Яльчикское» ОООри рабочисем вăй хунă, шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларнă.

Маларах Чăваш Тăрăм ялĕнчи масар территорине тимĕртен тунă карта тытса çавăрнă. Территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов ял аталанăвĕшĕн пурнăçлакан кунти ĕçсене Светлана Блинова староста ячĕпе çыхăнтарчĕ:

— Елена Еникова пекех тăрăшуллă, теветкеллĕ. Хĕрарăмсене пур ĕçре те шанма пулать, — тесе çирĕплетрĕ вăл.

Территори пайĕнче пуçару бюджечĕн программине хутшăнса малашне пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар пулнине палăртрĕ пуçлăх.

ШУХĂШ

Анатолий СКВОРЦОВ, Аслă Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ:

— Кăçал Чăваш Енре экологи культурин тата çут çанталăкпа тирпейлĕн усă курассин çулталăкĕ тесе пĕлтерни тĕрĕс те вырăнлă.

Çут çанталăка, тăван тавралăха сыхласа упрасси — кашни çын тивĕçĕ. Çакă, тĕрĕссипе каласан, ятарласа çирĕплетнĕ çулталăкра кăна мар, куллен пурнăçламалли ĕç шутланать. Пирĕн территори пайне кĕрекен ялсенчи ытти çынсем те çапла шутласса пĕлсе тăратăп.

Тăван тавралăх илемĕшĕн чун-чĕрипе хыпса çунакан пуçаруллă çынсем çине тăнипе территори пайĕнче, уйрăммăн илсен, Аслă Таяпа ялĕнче июль, август уйăхĕсенче пĕр харăс темиçе объектра каласа кăтартнă çак объектсенче ĕç кал-кал йĕркеленсе пыни те çак сăмахсене çирĕплетни пулса тăрать.

Эпир Чăваш Енре нефть, газ тата ытти пуянлăх çук теме хăнăхнă. Анчах пирĕн çут çанталăк ресурсĕ — шыв, тапса тăракан çăл куçсем пур. Вĕсене сыхласа упрама пĕлни те мĕне тăрать! Çут çанталăкпа килĕшỹре пурăннине мĕн çиттĕр?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code