Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Витĕмлĕ хỹтлĕх — вакцинаци

Витĕмлĕ хỹтлĕх — вакцинаци

Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптăракансен йышĕ ỹсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать.

Сăмах паян грипп пирки пулĕ. Вăл — вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах унăн çĕнĕ енĕпе тĕл пулатпăр. Инфекци çăлкуçĕ — чирлĕ çын. Вăл аптраса ỹкнĕрен пуçласа 5-7 кун ыттисене грипп ертме пултарать. Тĕпрен илсен сывлăш-тумлам мелĕпе, йăла япалисем, теттесем, аялти кĕпе-йĕм, савăт-сапа урлă куçма пултарать. Ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне сывлăша грипп вирусĕллĕ микропайсем сирпĕнсе тухаççĕ, 2-10 метр инçĕшне сарăлаççĕ. Сунасланă, ỹсĕрнĕ вăхăтра сăмса-çăвара салфеткăпа е алăпа хуплама, ыттисене хỹтĕлеме тăрăшмалла. Çакна та аса илтерер, чире ура çинчех ирттерекен пĕр çын 20 çынна вирус ертме пултарнине палăртаççĕ.

Грипăн инкубаци тапхăрĕ кĕске — 2-3 кун. Унăн пуçламăшĕнче ỹт-пỹ температури хăвăрт 39-40 градуса çити ỹсет. Мышцăсем, куç, пуç ыратма тытăнаççĕ, вăй пĕтет, аппетит чакать, ыйхă пăсăлать. Грипп вирусĕ, тĕпрен илсен, çỹлти сывлав çулĕсене сиенлет, трахея, карланкă, бронхсем шыçаççĕ. Çавăнпа типĕ ỹслĕк аптратать. Пыр та ыратма пултарать-ха, анчах ку грипп çумне бактери инфекцийĕ хушăннине пĕлтерет.

Грипп йывăрланман чухне температура 3-4 талăкран чакать, анчах вăйсăрлăх, ывăнчăклăх чылайччен сыхланса юлаççĕ-ха. Чире ура çинчех ирттернисен е кирлĕ пек сипленменнисен 7-8 кун хушшинче вăл тĕрлĕ пулăмпа (вируслă энцефалит, чĕре мышци, пỹре, пыршăлăх, ытти сиенленни) йывăрланма пултарать. Час-часах бактери инфекцийĕсем — пневмони, конъюнктивит, гайморит тата ытти — аталанаççĕ.

Чирлерĕрех пулсан мĕн тумалла? Килтен тухмасăр сипленни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи тĕрĕс меслет — грипп паллисене вăйсăрлатни. Тухтăр хушмасăр антибиотиксем е сульфаниламид препарачĕсем ĕçмелле мар, вĕсем вируса нимĕнле витĕм те кỹмеççĕ. Сăмах май, антибиотик организма хỹтĕлекен усăллă микробсене вĕлерет. Грипп чухне антибиотик ĕçсен дисбактериоз пуçланма пултарать. Кирлĕ эмеле сывлăх мĕнлине палăртса тухтăр кăна çырса пама тивĕçлĕ!

Пысăк температурăна чакармалла-и? Вăл — грипăн кăна мар, ытти инфекци чирĕн палли те. Этем организмĕн хỹтлĕх реакцийĕ çапла палăрать. Çак мелпе вăл чирпе кĕрешет, сыхлăх хăватне ỹстерет. Пысăк температурăна кашниех хăйне евĕр чăтса ирттерет. Вăл 38,5 градуса çитсен кăна чакарма пуçламаллине палăртаççĕ. Анчах çакна çирĕплетсех калама çук, уйрăмах ачасем пирки, вĕсен температура ỹссе кайсан шăнăр хутлатма пултарать.

Паллах, чи лайăх меслет — профилактика. Витĕмлĕ хỹтлĕх мелĕсенчен пĕри — вакцинаци. Унри вирус организма грипп вирусне сарăлма тата клеткăсене сиенлеме чăрмантаракан антителасем туса кăларма хистет. Ку час-часах чире асăрхаттарма пулăшать, çапах та ерсен грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăтăкăсланмасăр иртет.

Анчах эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, ноябрь-март уйăхĕсене лекет. Çавăнпа вакцинацие кĕркунне пуçламăшĕнче тата варринче ирттерни лайăхрах. Эпидеми пуçлансан тунă прививкăн витĕмĕ пачах çук пулма пултарать. Вакцинаци ыйтăвĕпе участок тухтăрĕ патне каймалла. Кирлĕ пулсан тухтăрсене прививка тума ĕç коллективĕсене те чĕнсе илме пулать. Çакă вăхăта та перекетлет, меллĕ те.

Август уйăхĕнче округри тĕп больницăна грипп чирĕнчен хỹтĕленме 2300 доза вакцина илсе килнĕ. Пурĕ 9035 çынна прививка тума планланă. Грипп сывлăхĕ çирĕп çынсене те шеллесе тăмасть. Çапах та ку тĕлĕшпе ватă çынсем, вăрах чирсемпе (астма, диабет, чĕре чирĕсем) аптракансем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем уйрăмах пысăк хăрушлăхра пулнине шута илсе чи малтан вĕсене тимлĕх уйăраççĕ.

Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упрамалли ытти мел те пур. Чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Май килмест пулсан сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пỹлĕмсене тăтăшах уçăлтармалла, урай çумалла, тусана нỹрĕ татăкпа шăлмалла.

Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин йỹçекĕ ĕçмелле. Рациона С витаминлă çимĕçсем — апельсин, йỹçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин, грейпфрут — кĕртмелле. Профилактика тĕллевĕпе апата кашни кун пĕр-икĕ шăл ыхра хушсан лайăх.

Чи кирли — организма çулталăк тăршшĕпех çирĕплетмелле. Çак ĕçе пуçăнма нихăçан та кая мар. Ку меслет организма грипп вирусĕ лекесрен чи вăйлă хỹтĕлекеннисенчен пĕри шутланать.

Светлана ПЕТРЯНКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code