Пятница, 1 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Кăçал — пĕрремĕш!

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн СССР летчик-космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева асăнса çăмăл атлетсен 86-мĕш эстафети иртнĕ.

Пирĕн тăрăхри спортсменсем унта виçĕ ушкăнра тупăшнă. Хуласемпе округсен хăй тытăмлăх органĕсен йышĕнче округ администрацийĕн команди 5-мĕш, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен хушшинче вĕренекенсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ 10-мĕш вырăнсене тухнă.

Елчĕкри Портновсен çемйин (сăн ỹкерчĕкре) спортри çитĕнĕвĕсене тăтăшах çутататпăр хаçатра. Хальхинче те сăлтавĕ пысăк: Денис, Елена тата вĕсен ывăлĕ Давид 9-14 çулсенчи ачасемлĕ командăсем хушшинче 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр вĕсем асăннă ушкăнрах 3-мĕш пулнăччĕ.

Призерсен йышĕнче

Тĕп хулари «Амазония» этнопаркра çăмăл атлетикăн регионсем хушшинчи çуллахи Кубокăн 5-мĕш тапхăрне йĕркеленĕ.

Пĕлтерĕшлĕ кросра Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Софья Афанасьева та ăнăçлă ăмăртнă. Округăн паллă спортсменки 2009-2010 çулсенче çуралнă атлетсен йышĕнче финиша 3-мĕш çитнĕ.

5-мĕш вырăнта

Елчĕкри стадион-площадка Чăваш Енĕн 40 çултан аслăраххисем хушшинче ирттерекен футбол чемпионачĕн черетлĕ вăййине йышăннă.

16-мĕш турта «Темп» (Патăрьел, Елчĕк) команда тĕп хулари «Крылья Советовпа» тĕл пулнă. Шупашкарти матчра «Темп» кил хуçисене выляса янă май, хальхинче тавăру тĕллевĕ пулнах пирĕннисен. Çивĕч кĕрешỹре вĕсем вăйă шутне 1:0 шутпа вĕçлесе виçĕ очко çырнă хăйсен активне.

Халĕ «Темп» 24 очкопа 5-мĕш вырăнта. Малта пыракан «Динамон» — 40 очко.

Виççĕн палăрнă

Патăрьел округĕнчи Тикеш ялĕнче Раççей спорт мастерĕн Сергей Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен 6-мĕш уçă турнирне ирттернĕ.

Ульяновск облаçĕнчен тата регионти çичĕ хулапа округран килнĕ атлетсем 15 виçе категорийĕнче вăй виçнĕ. Пирĕннисем те унтан парнесемсĕр килмен. Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш), Денис Иванов (Елчĕк) çĕнтерỹçĕсен кубокĕсемпе таврăннă, Богдан Пыркин (Кушкă) — 3-мĕш.

ГТОра — пысăк йыш

«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассине округра тивĕçлĕ шая лартнă.

Тестсем витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн, паллах, удостоверенисемпе значоксем илме те кăмăллă. Елчĕкри вăтам шкулта çак сăлтавпа 45 ачана савăнăçлă лару-тăрура Лариса Васильева директор саламланă.

ГТО хастарĕсен йышне Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕренекенсем те тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code