Пятница, 1 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă тĕслĕхлĕ спорт çемйи

Ырă тĕслĕхлĕ спорт çемйи

Елчĕкри Портновсен çемйи çинчен Валентина Кириллова журналист виçĕ çул каялла хаçатра пысăк материал пичетленĕччĕ. Хальхинче, Елена Николаевнăпа Спорт çуртĕнче тĕл пулнă май, вĕсен спортри пурнăçĕ тавра калаçас терĕмĕр. Сăлтавсăр та мар: çемье команди пысăк ăмăртусенчен тăтăшах наградăсемпе таврăнать.

Унччентерех, астăватпăр-ха, республикăри ăмăртусене çемье командине тупса ярасси пысăк чăрмав шутланнă. Тупсан та, чылай чухне йăлăнма е хистеме тивнĕ. Халĕ çак ыйту çивĕчлĕхĕ татăлнă тесен те тĕрĕс — Портновсене республикăра та аван пĕлсе çитрĕç…

Лена Кĕçĕн Таяпари Николай Федоровичпа Любовь Васильевна Ярославлевсен кил-йышĕнче çичĕ ачаран вăталăххи. Ашшĕ, сельхозтехникăра ĕçленĕскер, унта ялан çуран çỹренĕ, ирсерен зарядка тума юратнă. Амăшĕ вара, Елчĕке килсен, мăнукĕсемпе футбол вăййинче çамрăклăха таврăнать.

Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчен вĕренсе тухнисем спорт çинчен сăмах пуçарсан хуть хăçан та ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Михаил Скворцова аса илеççĕ. Нумай ачана спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе «чирлеттернĕ» вăл. Ленăна та çаплах: çăмăл атлетика, волейбол, сĕтел çи теннис. Районта футболла выляса шкул ачисен «Ылтăн мечĕк» турнирĕнче те çĕнтернĕ. Унăн спортри уйрăм çитĕнĕвĕ, паллах, 2008 çулта Пĕтĕм Раççейри студентсен ăмăртăвĕпе çыхăннă. Пултаруллă хĕр унта çĕнтерсе «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ.

Сăмах май, Ленăн йăмăкĕсем — Аньăпа Оля та «анлă профиллĕ атлетсем» темелле: спортăн тĕрлĕ дисциплининче маттур. Округри Акатуйра пĕлтĕрпе кăçал пĕр тăвансем армспортра виçĕ вырăна никама та паман.

Ярославлевсен чи кĕçĕнни — Федор — аппăшĕсем пекех спортăн 4-6 тĕсĕнче хăйне шанчăклă туять.

— Сирĕн çемье команди ку çул çак таранччен регионта 4 хутчен палăрнă, — спорт страницине малалла уçас тĕллевпе ыйтатăп «Улăп» ФОК тренерĕнчен. — Ăмăртусене каймалла пулсан хирĕçле шухăшсем çуралмаççĕ-и çемьере?

— Петр Смирнов инструктор-методист республикăра çемьесемпе çыхăннă мероприяти пулассине пĕлтерсенех информацие килтисем патне çитеретĕп, — кăмăллăн пĕлтерет Елена. — Мăшăрăм нихăçан та: «Каймастпăр», — тесе курман. Ачасем те çаплах.

Портновсен çемье командин юлашки çитĕнĕвĕ «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн, СССР летчик-космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева асăнса ирттернĕ çăмăл атлетсен эстафетипе çыхăннă. Денис Владимировичпа Елена Николаевна тата вĕсен ывăлĕ Давид 9-14 çулсенчи ачасемлĕ командăсем хушшинче пуçласа 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çулсенче 2 е 3-мĕш вырăнсенче пулнă.

Вунă ытла команда йышĕнче конкуренци питĕ вăйлă, мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕсенчен мастерсем те, спорт мастерĕн кандидачĕсем те пур. Ентешсем вара маххă паман. Вĕсем тепĕр çул та асăннă ушкăнрах тупăшма пултараççĕ-ха.

Республикăра кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн 3-мĕш хутчен «Спорт çемйи» фестиваль иртнĕ. Портновсем унтан Артур ывăлĕпе çĕнтерỹпе таврăннă.

«Çĕр спорчĕ» ăмăртура пĕрремĕш пулнăран Елчĕксем республика чысне çĕршыв шайĕнче Калининград облаçĕнче хỹтĕленĕ, 62 командăран 9-мĕш пулнă. Ку та çĕнтерỹ мар-и вара?!

Портновсем ГТО юхăмне сарассинче те ырă тĕслĕх. Округ тулашĕнчи тупăшусенче кунта командăн аслă ỹсĕмри тепĕр членĕ, Денис ашшĕ Владимир Павлович та хăйĕн тỹпине хывать. Кăçал вĕсем регионта 2-мĕш, пĕлтĕр 1-мĕш пулнă. Ытти çулсенче те призлă вырăнсăр таврăнман.

Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннăран, физкультурăпа спорта пысăк туртăм пулнăран, ăнланулăхпа килĕшỹре пурăннăран çитĕнỹсем килеççĕ те Портновсен. Çапла вĕсен: тĕп ĕç хыççăн кил-хуçалăхра йĕрке тумалла та, вара — чун туртнă занятисене. Денис Владимирович ахаль те лара-тăра пĕлменскер те.

— Япăх çанталăк-и, атте-анне килмелле е хамăрăн хăнана каймалла-и — ăна нимĕн те, никам та тытса чараймасть: кунпа, вăхăтпа палăртнă футбол тренировкине тухса каятех, — вăрттăнлăха уçрĕ мăшăрĕ.

Денис хутшăнмасăр округра пĕр футбол турнирĕ те иртмест пулĕ. Вăл «Темп» команда йышĕнче Чăваш Ен чемпионатĕнче те выляма ĕлкĕрет. Нумаях пулмасть вĕсем республика кубокне çĕнсе илнĕ.

Ашшĕ тата Давидпа Артур ывăлĕсем спортăн 7-9 тĕсĕнче вăй виçеççĕ. Çитĕнỹсемсĕр те мар, паллах. Денис Владимирович, округри йывăр атлетика федерацине ертсе пынă май, турнирсенче спонсор тивĕçне те час-часах пурнăçлать.

Родион хальлĕхе пĕчĕккĕ-ха — «Шевле» ача садне çỹрет, анчах мечĕкре вăл хăйне çывăх «юлташ» тупнă: килĕнче чухне тăтăш хăвалать.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code