Пятница, 1 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтаксене пулăшаççĕ

Салтаксене пулăшаççĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшмалли кун та иртнĕ Тĕмерте.

Ял кунне юлашки хут 2020 çулта ирттернĕччĕ. Çĕршывра ковид чирĕ хуçаланма тытăнсан, унтан Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан хăна-вĕрле пуçтарса савăнасси вырăнлă пулăм маррине пурте ăнланаççĕ-ха. Çитменнине, Тĕмертен ятарлă çар операцине хутшăнса икĕ çамрăк пуçне хучĕ. Хальхи вăхăтра саккăрăшĕ — вăрçă вутĕнче. Анчах 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçă вăхăтĕнче, совет саманинче йĕркеленнĕ уявсенче халăха хавхалантарма концертсем лартнă, çĕршыв валли сывă, тĕреклĕ çамрăксем хатĕрлеме спорт ăмăртăвĕсем, уйрăмах йĕлтĕрпе, çуран чупассипе кроссем йĕркеленĕ. Елчĕк районĕн хĕвеланăç енче пурăнакансен тупăшăвĕсем Тĕмерти кустра иртнĕ. Çакăн çинчен çырнисем район хаçачĕн вăл вăхăтри кăларăмĕсенче час-часах тĕл пулаççĕ.

Телеграмм каналăн «Хамăр ял», «Тĕмер» ушкăнĕсенче Тĕмер чиркĕвĕн престол уявĕнче ял кунне ирттерес пирки ыйту хускатрĕç. Пĕрисен шучĕпе çакăн пек кăткăс саманара вăйă-кулă мероприятийĕсене ирттермелле мар. Артистсене тỹлемелли укçана ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма ямалла. Иккĕмĕш ушкăнри çынсен шухăшĕпе ял кунне йĕркелемелле, анчах ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас пирки те манмалла мар. Телеграмм каналăн икĕ ушкăнĕнче чылайăшĕ хăйĕн шухăшне çырса пĕлтерчĕ. Пурте тенĕ пекех иккĕмĕш шухăша ырларĕ.

Уява, паллах, тĕрлĕрен ирттерме пулать. Ялта вăй питти халăх çулсерен чакнăран, тирпей-илеме тытса тăрасси йывăрланса пыни чылай çĕрте палăрать. Çитменнине халĕ ял территорийĕн хăйĕн укçи-тенки çукки, унчченхи пек ял депутачĕсем пулманни чылай ĕçсене пурнăçлама чăрмантарать. Çапах та Тĕмерте хастарсем пĕтмен-ха. Хăйĕн хуçалăхне тытса пыракан Алексей Матросов 2009 çулта уçнă стадионти курăка çулса пачĕ. «Труд» ЯХПК специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем ăна пуçтарса илчĕç, стадионти, унăн таврашĕнчи техникăпа çулма çук вырăнсене, çавăн пекех çăл куç йĕри-таврашне тĕрлĕ ỹсен-тăрантан тасатрĕç. Çакна шута илсе, Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Инесса Воронова уява хатĕрленсе ирттерме хутшăннă хастарсене уйрăммăн асăнса тав турĕ. Вăл пухăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ, ялпа чиркỹ историйĕпе паллаштарчĕ.

Ял кунне йĕркелекенсем артистсем пирки ыттисем каланине шута илнĕ. Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Тарават» ушкăнне, ятарлă çар операцинчи салтаксене пулăшма тăрăшакан Юрий Кашкăр юрăçа чĕннĕ.

Ялта та юрлама юратакансем пĕтмен-ха. Пĕр сехет ытлараха пынă концерт куракансен кăмăлне кайрĕ. Хăйĕн творчествинче чăваш халăхĕн юрри-ташшине тĕп вырăна хуракан çамрăксен коллективĕн пултарулăхне уйрăмах аслă çулсенчи ял-йыш ăшшăн йышăнчĕ.

Тĕмер çыннисен мĕн ĕлĕкрен футбол-хоккей вăййисем хисепре. Вĕсене аталантарас енĕпе нумай çул Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Тĕмерти шкулсенче учитель, директор пулса ĕçленĕ Семен Ильич Данилов иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче нумай тăрăшнă. Ăна, унăн Алексей, Владислав ывăлĕсем çак вăхăтра хоккейла ăста вылянине ялта халĕ те астăваççĕ. Футбол вăййисĕр пуçне ял уявĕнче кире пуканĕ йăтассипе, алă вăйĕ виçессипе, канат туртассипе тата ытти енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Вĕсенче палăрни-сем валли ял çамрăкĕсем тата Саратовра пурăнакан Юрий Аверкин предприниматель хаклă парнесем хатĕрленĕ. Тĕрлĕ ăмăртусенче палăрнă хĕрарăмсемпе арçынсем пылесосран пуçласа перфератор, дрель, лобзик строительство инструменчĕсем таранах тивĕçрĕç.

Украинăри çар операцине хутшăнакансене пулăшу парассипе те Тĕмерсем пултаруллă. Унта гуманитари пулăшăвĕпе тăтăш кайса çỹрекен Николай Муллин каланă тăрăх, ял çамрăкĕсем çакăн валли 25000 тенкĕ пуçтарнă. Çак укçапа маскировка сетки çыхмалли материалсем туянса ял халăхне çыхма панă ĕнтĕ. Уяв кунĕнче шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ Николай Галкин хăйĕн укçипе маскировка сечĕ туяннă. Николайпа Михаил Давыдовсем, Сергей Осипов, Валерий Алексеев хăйсемпе ĕçлекен икĕ юлташĕпе окоп çурти хатĕрлеме 100 кг парафин, 50 кг пăтапа саморез туяннă. Ялтан тухнă пачăшкăсем Олег Андреев, Петрпа Василий Ивановсем, Сергей Козлов хальхинче те парафин туянса панă. Вĕсенчен Александр Прохоров окоп çуртисем хатĕрлет. Çывăх вăхăтрах çак япаласене салтаксем патне илсе çитереççĕ.

Ял уявне ирттерме «Труд» ЯХПК правленийĕ (ертỹçи Валерий Германов) пысăк пулăшу панă. Унăн ĕçченĕсем хатĕрленĕ какай шỹрпине, вĕри чейпе пылак çимçĕсене уява килнисем кăмăлласа астиврĕç. Ял уявне çамрăксем хатĕрлесе ирттерчĕç.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code