Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сутуçă мĕншĕн тỹрккес?

Сутуçă мĕншĕн тỹрккес?

Прилавок умĕнчи сутуçăн тỹрккеслĕхĕпе пĕрре анчах мар тĕл пулма тивни пирки илткелени пулнă-ха хăш чух халăхран. Хампа та пулса иртрĕ. Лавккин ятне те тỹрех çырасах килмест-ха. Тен, сутуçă хаçат урлă вуласа, хăйне палласа илсе йăнăшне ăнланĕ, ырă енне улшăнĕ?

Уяв кунĕ округ центрĕнчи кукăль-пỹремеч, çăкăр-капăртма пĕçерсе кунтах сутакан лавккана кĕме тỹр килчĕ. Кунĕ те хĕвеллĕ, кăмăл та лайăх. Çулланнă çулсенчи сутуçă часах тухмарĕ-ха тепĕр пỹлĕмрен, пушах мар пуль. Унтан вăл мана эп ыйтакан пысăк çавра кукăле илсе виçе çине хучĕ. Хакĕ тивĕçтермерĕ. Ăна алла иличчен сутуçăран каçару ыйтса асăннă тавара тепринпе улăштарса пама ыйтрăм.

— Мĕн, малтанах калама çукчĕ-им ăна? Мĕн пустуй ĕçлеттеретĕн мана? — тỹрккессĕн мăкăртатма пуçларĕ илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм.

Кăнттаммăн каланă сăмахсенчен чĕре сỹлетсе илчĕ.

— Сирĕн, халăхпа ĕçлекенĕн, кăштах йăвашрах пулсан, тавар туянаканăн кăмăлне пăсса кăларса ямасан та юрать пуль ĕнтĕ, — хуравларăм кăштахран.

Сăмах май, хампа пулса иртнĕ тепĕр тĕслĕх çинче те чарăнса тăрас килет. Елчĕкре кафесем нумаях мар. Райпо тытăмĕнчи пĕр кафепе пĕрле уйрăм çынсен кафисене пĕр алăри пỹрнесемпе шутласа тухма пулать. Конкуренци çукрах ку енĕпе. Тус-юлташпа пуçтарăнса кафере калаçса лармалли сăлтавсем те пулаççĕ хăш чух. Кун пек чухне маларах апатне саккас паратăп. Черетлĕ хут та çапла турăм. Кăнтăр апачĕн вăхăчĕ çитсен çитрĕмĕр асăннă кафене. Анчах та меню хамăр саккас панă пек мар, хăйсем палăртнă пек «тĕрлĕрен» гарниртан тăчĕ.

— Эпир сирĕнпе маларах калаçса татăлтăмăр апат пирки, ыйтнине тивĕçтерменни кăмăллах пулмарĕ, — терĕм укçине тỹлеме пырсан нумаях пулмасть анчах ĕçе вырнаçнă çамрăк кассира.

Лешĕ кашни çеккунта çухатасран хăранăн тỹрех çапла каласа та хучĕ:

— Эппин, урăх кунта ан килĕр!

Кун пек кăнттамлăха курса пĕри те тепри çỹреме пăрахсан кампа тупăш тăвасшăн-ши?

Ку темăна малалла тăсса тепĕр тĕслĕх те аса илес килет. Хальхинче тепĕр кафере (эпĕ асăннисем иккĕшĕ те уйрăм çынсем тытса тăраканскерсем вĕсем) пулса иртрĕ ĕç-пуç. Каллех кăнтăрлахи апат вăхăчĕ. Черетре. Ман умра ватă çын тăрать. Апатланасшăн. Кассир вырăнта çук.

— Паян апатлантараççĕ-ши? — тет çакскер инçех мар тепĕр клиентпа калаçакан хуçаран.

Ку кафе хăш та пĕр кун вуç ĕçлемен тĕслĕхсем те пулаççĕ-ха, çавăнпах пĕлесшĕн пулчĕ ахăр ватă. Хуçа сăмса айĕнче тем каларĕ, анчах та ватă çын хăлхине кĕмерĕ вăл. Илтменскер тепре ыйтрĕ. Хальхинче вара кăшкăрсах хуравларĕ хĕрарăм, тепĕр пỹлĕме кĕрсе çухалчĕ. Кăна кĕтменскер, эпĕ те шарт сикрĕм. Кĕçех касса умне пырса тăнă çамрăк хĕре ирĕксĕрех шỹтлерех майлă çапла калама тиврĕ:

— Кăшкăраççĕ кунта сирĕн, хăрушă.

— Кунта килĕшмесен урăх çĕре кайăр, — пулчĕ хурав.

Ирĕксĕрех пуçра çакăн евĕр шухăшсем çуралаççĕ: «Хăш-пĕр сутуçă-кассирсем мĕншĕн çав тери тỹрккес-ши?» Хăйсен клиенчĕсемпе мĕнлерех тымаллине пĕлеймеççĕ-ши вĕсем? Е хăйсен должноçĕ теприн çине хăтăрса кăшкăрмалли тесе шухăшлаççĕ-ши?

Сутуçă — пĕлтерĕшлĕ, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлекен профессисенчен пĕри. Ятарлă пĕлỹпе пĕрлех воспитани тата культура шайĕ, çынлăхлăх, çаврăнăçулăх, ăшăлăх, тепринпе пĕр чĕлхе тупма тата ăна пулăшма пĕлни кирлĕ ку ĕçре. Сутуçă мĕнле пулнинчен тавар сутăнаслăх, предприяти-организацин ăнăçлă аталанаслăхĕ килет. Чи кирли — сутуçăн çепĕç чĕлхине тата тараватлăхне пула халăх çав е ку лавккана ытларах туртăнни.

Ырăрах пуласчĕ пĕр-пĕринпе, чунланас вырăнне чулланас марччĕ.

И.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code