Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçран пĕр утăм та юлмаççĕ

Пурнăçран пĕр утăм та юлмаççĕ

«Победа» сахал яваплă общество коллективĕ округри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе сарăлнă анлă ăмăртура кăçал та чи малти пулас шанăç пысăк. Отчетлă тапхăрти кăтартусем тăрăх та (пурĕ 35348 центнер сĕт, 2224 центнер аш-какай туса илнĕ, пĕр ĕнерен 8601 килограмм сĕт сунă) çакна уççăнах çирĕплетме пулать.

Инвестици проекчĕсене алла илессине малти вырăна хуракан, çакна кура суйласа илнĕ çул-йĕртен пĕр утăм пăрăнмасăр малалла аталанакан ял хуçалăх предприятийĕн директорĕнчен — Николай Головинран черетлĕ çулталăкри ĕçсем, çĕнĕлĕхсем çинчен ыйтса пĕлмелли те чылай пулчĕ.

— Эсир ертсе пыракан «Победа» ООО коллективĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулнине — çĕнĕ технологисене çулран-çул анлăрах ĕçе кĕртсе пынипе, производство кăтартăвĕсемпе хаклас пулсан та, республикăри агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнине уçăмлăнах çирĕплетсе калама пултаратпăр.

— Производствăри ĕçе тухăçлă йĕркелеме вăхăт хăй хистет. Эпир вара пурнăçпа тан утма тăрăшатпăр. Инвестици проекчĕсене пурнăçлани тата патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли майсене çирĕплетни ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатса пыма май парать. Сĕт отрасльне аталантарма, выльăх-чĕрлĕх комплексĕн строительстви валли, ăратлă выльăх туянма, ĕне выльăхсен пуçне ỹстерме субсиди уйăрса пани те малашлăха курса ĕçлеме, ума тата çирĕпрех тĕллевсем илме хистет.

— Паян — Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен округри уявĕн кунĕнче Аслă Пăла Тимеш ферминче тепĕр çĕнĕ вите хута каять. Иртнĕ çул, маларахри çулсенче кĕр мăнтăрĕпе сирĕн хуçалăхра çĕнĕ объектсем хута кайнине курма хăнăхрăмăр мар-и? Çакăн пирки, Николай Александрович, мĕн каланă пулăттăр?

— Эпир суйласа илнĕ çул-йĕр — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Ĕне выльăхсен хисепне кашни çул ỹстерсе пынине кура вĕсене хăтлă витесене вырнаçтарма кирли куç кĕрет. Унсăрăн ĕç тухăçлăхне ỹстереймĕн, выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри продукци те туса илеймĕн. Паллах, пирĕн тĕп тĕллев — ĕç условийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесси те. Унсăрăн паянхи çамрăксенчен нихăшĕ те ĕлĕкхи условисенче ĕçлеме килĕшес çук. Эпир ялан çакна шута илме тăрăшатпăр.

Эсир тĕрĕсех аса илтĕр, 5 çул каялла иртнĕ çак уявра фермăра Израильте туса кăларнă «ăслă» оборудованисен пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă ĕне вити хута кайнăччĕ. Ун хыççăн та ферма çурчĕсем кашни çул çĕнелсех пычĕç. Акă, кăçал та тепĕр çĕнĕ пăру вити хута кайрĕ. Хамăр сăмах панине пурнăçларăмăр, ăна професси уявĕ умĕн — черетлĕ хĕл тапхăрĕ пуçланиччен хута яма пултартăмăр.

Фермăри 1293 пуç мăйракаллă шултăра ĕне выльăха, çав шутран сăвăнакан 420 пуç ĕнене хĕл кунĕсенче тăрантарма кăçал та пахалăхлă çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Çак ĕçре те пахалăхлă продукци туса илмелли çĕнĕ меслетсемпе анлăн усă курма тăрăшатпăр.

— Ял хуçалăх предприятийĕ сĕт туса илессипе темиçе çултанпах республика шайĕпе илсен те, малтисен ретĕнче пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр?

— Ку ыйту çине специалистсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакан операторсем хăйсем анчах тĕрĕс хурав пама пултараççĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен фермăри кашни кунхи ĕç пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Сăвăнакан ĕнесене, акă, вĕсене тăрантарассине тĕрлĕ сăлтава пула пĕр кун анчах рационпа килĕшỹллĕн ан йĕркеле — çакă тепĕр кунхинех юлашкинчен пулакан кăтартура палăрать. Пирĕн патăмăрта вара, ĕнесене «ăслă» оборудованисем вырнаçтарнă витере сума тытăннăранпа, компьютер умне ларсанах кашни пĕчĕк çитменлĕхе асăрхама пулать: сăвăма мĕнле йĕркелени, кашни ĕне мĕн чухлĕ сĕт антарни… — пурте куç умĕнче. Ку чухне мĕн сăлтава пула ĕне сĕтне чакарнине коллективпа пĕрле сỹтсе яватпăр, çитменлĕхсенчен хăтăлмалли майсене палăртатпăр.

Кирлĕ шайри продукци туса илес ĕçри вăрттăнлăха, ăсталăха пĕр кунра вĕренсе çитеймĕн. Çакăн валли пысăк чăтăмлăх, нумай вăхăт хушши куллен вăй хуни кирлĕ. Голштино-фризская йăхри ĕне тума хатĕрлекен пĕчĕк пăрусене пăруланă кунран тытăнсах çитĕнме лайăх условисем туса паратпăр. Вĕсене 2 уйăха çитичченех ĕне сĕтне пастеризацилесе çитеретпĕр. Унсăр пуçне, кашни кун чĕрĕ çăмарта ĕçтеретпĕр. Кайран та ỹссе çитĕнекен пăрусен рационĕ тулăх та пуян. Тепĕр майлă калас пулсан, кашни ỹсĕмри ĕне выльăха расна тăрантаратпăр. Паллах, ветеринари требованийĕсене те çирĕп пăхăнатпăр. Тĕрлĕ чирсенчен асăрханса вакцинаци тăвассине сиктерместпĕр, вĕсене йĕркепе килĕшỹллĕн çирĕп пурнăçласси йăлана кĕнĕ. Лайăх условисенче çитĕннĕ пушмак пăрусене 14-15 уйăхран пĕтĕлентерсе хăваратпăр. Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне кашни çул пушмак пăрусене 30-35 процентран кая мар хутăштарса пынинчен, ĕнесене çулталăк тăршшĕпех 3 хутчен сунинчен, пахалăхлă апатпа тăрантарнинчен нумай килет. Ĕне выльăха тăрантарнă çĕрте хутăш апатпа усă курассине тĕп вырăна хуратпăр. Сенажа, вĕтетнĕ симĕс массăна тутлăхлă хушма апатсемпе — хĕвелçаврăнăш, урпа, сахăр кăшманĕн хывăхĕсемпе, кукуруза вăрлăхĕпе хутăштарса çитерни ĕнесен сĕт çулне уçать, çамрăк ĕне выльăха вăй кĕртет, ỹт хушма пулăшать.

— Тĕш тырă туса илессипе те ăнăçлă вăй хуратăр. Техника паркĕ те пуян. Кашни çул темиçе миллион тенкĕлĕх çĕнĕ йышши техника туянатăр.

— Кăçалхи çанталăк условийĕнче те япăх мар тухăç алла илме пултарнине тивĕçлипе хаклатăп. Апла пулин те эпир ăна сутса укçа-тума шутламастпăр. Вырăнта çитĕнтернĕ тĕш тырра выльăх çăварĕ урлă кăларсан ытларах тупăш илме пулнине кашни çулхи тĕслĕхрен курса ĕненетпĕр.

Эпир усă куракан çĕр лаптăкĕн ытларах пайне выльăх апачĕ валли усă куракан ял хуçалăх культурисене çитĕнтерме уйăрни те выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тĕллевлĕ пулнипе çыхăннă.

Çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе туллин усă курни вара тыр-пулпа выльăх апачлĕх культурăсене кирек хăш çанталăк условийĕнче пысăк пахалăхпа тата тăкаксăр пухса кĕртме, çапла майпа пахалăхлă апат никĕсĕ хатĕрлесе хăварма май парать.

— Николай Александрович, ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявĕнче хăвăр ĕçченсен ячĕпе ырă сăмахсем каласса пĕлсех тăратпăр.

— Тыр-пул ăстисемпе ферма ĕçченĕсене кулленхи çăмăл мар ĕçре малашлăха курса ăнтăлма ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп. Вĕсемпе пĕрле, паллах, отрасль ветеранĕсене те пур кăмăлтан професси уявĕпе саламлатăп.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code