Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăха лăпкăлăхпа тивĕçтереççĕ

Халăха лăпкăлăхпа тивĕçтереççĕ

Полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас тĕллеве мала хурса ĕçлеççĕ. Ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем ирттересси, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе, ялсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсемпе, халăх дружинин членĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси йăлана кĕнĕ. Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ умĕн Елчĕкри полици пайĕнче пулса сотрудниксене сăн ỹкерттерме май килчĕ.

— Пирĕн тĕп тивĕç — халăха куллен лăпкăлăхпа тивĕçтересси. Уяв ячĕпе саламласа çăмăл мар ĕçре эпĕ кашни ĕçчене тата вĕсен çемйисене, йĕрке хуралĕн ĕçĕн ветеранĕсене пысăк тав сăмахĕ калатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹпе ăнлану, лăпкăлăх сунатăп, — палăртать полици пайĕн начальникĕ Илнур Минигалиев.

Паянхи кун полици пайĕнчи 8 подразделенинче 24 ĕçчен тăрăшать. Кашниех вĕсем шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ, яваплăха çирĕп туяççĕ.

Е. ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code