Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш тĕррин ăсти

Чăваш тĕррин ăсти

Елчĕк тăрăхĕнчен сахал мар ỹнер ăсти тухнă. Вĕсен йышĕнче скульптурăпа ĕçлекенсем те, юр-пăра е хăйăра кỹлепене çавăракансем те, сăрăпа çеç тимлекенсем те пур.

Ỹнер тĕнчинче чăваш тĕррине мала хуракансем вара Чăваш Енре те йышлах мар. Унăн тытăмĕнче тарăн тымар янисенчен пĕри, паллах, Кавал хĕрĕ Татьяна Шаркова-Изратова. Нумаях пулмасть 70 çул тултарчĕ вăл. Мĕн ачаран илемлĕх тĕнчине туйса, ăша хывса ỹснĕскер. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ — Николай Васильевич Семенов. Малашлăхра тăтăшах вĕрентсе, пулăшса пыракан паллă ỹнерçĕсем: чăваш искусствоведенине пуçарса яраканĕ М.Спиридонов, искусствоведени докторĕ А.Трофимов, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Е.Ефремова, А.Анцыгина, А.Ильбекова.

Т.Шаркова 1979 çулта Шупашкарти ỹнер училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. 1980-1985 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ỹнерпе графика факультетĕнче пĕлĕвне ỹстерет. Диплом проектне шкулта чăваш халăх тĕррине вĕрентмелли кружок йĕркелес ыйтупа хатĕрлет. Ун çумне тăватă пайлă пысăк чаршав — «Тăван çĕршыв» ятлă — тĕрлесе парать. Татьяна Васильевна пĕр вăхăт республикăри ăслăлăхпа меслетлĕх центрĕнче ĕçлет. 1983 çултанпа — Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча ăсталăх шкулĕн преподавателĕ, 1999 çултанпа — ЧПУ доценчĕ.

Вăл пейзажсемпе, натюрмортсемпе сахал мар вăхăт ирттерет, анчах чуна чи çывăххи — чăваш тĕрри. 1978 çултанпа ăна пуçтарать, тĕпчет, тĕрлет.

Т.Шаркова 80-мĕш çулсенче тĕрлĕ курава хутшăнма пуçлать.1985 çулта чăваш художникĕсен ĕçĕсемпе пĕрле ал шăллипе салфеткăна «Аслă Атăл» курава тăратать. Мускавра «Раççей çамрăклăхĕ», «РСФСР халăх искусстви» куравĕсенче «Пурнăç йывăçĕ», «Тăван тавралăх», «Телей» ал шăллисене тата темиçе произведение кăтартать. Çавсем тата «Пĕркенчĕк» яланлăха Мускава юлаççĕ. Санкт-Петербургра, Чулхулара, Суздальте, Подольскра темиçешер ал ĕç япали. Венгрири Эгер хулин музейĕ сарăсем, пиçиххисем, «Танюк» ятлă чăвашла пуканене упрать. Германире, Венгрире, Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче, Финляндире, Италире, Японире, Англире те унăн ĕçĕсемпе интересленсе паллашаççĕ. Пултаруллă ỹнер ăсти «Нарспипе Сетнер», «Иккĕн», «Чăваш ташши», «Хавхалану» панносем хатĕрленипе те паллă. Вăл — виçĕ кĕнеке авторĕ. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне «Вышила бы я на весь мир узор», «Из вьюги я вышла», «Иероглифы Тора» телефильмсенче çутатнă.

РФ Художникĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ (1989) ăсталанă чăваш тĕрриллĕ хатĕрсем Леонардо да Винчи, Пикассо, Рембрандт шедеврĕсемпе пĕрле уйрăм çынсен коллекцийĕсенче те упранаççĕ. Т.Шаркова — ЧР (1998) тата РФ (2008) культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Е.Петрова сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code