Четверг, 23 января, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» йỹнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр!

«Елчĕк ене» йỹнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр!

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу савăнăçлă самантран пуçланчĕ: Л.Левый бухгалтерсене професси уявĕпе саламларĕ, чылай специалиста наградăсем пачĕ.

— Кирек хăш предприяти-организацин ăнăçлă аталанăвĕ бухгалтертан чылай килет. Вĕсем тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăран, финанс ыйтăвĕсене тĕрĕс йĕркелесе пынăран ĕç кал-кал пырать, — палăртрĕ Леонард Васильевич.

Иртнĕ эрнекун тĕп хулари Ача-пăча пултарулăхĕн керменĕнче савăнăçлă лару-тăрура «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетнĕ. Асăннă марафона «Çитĕннисем — ачасене» акци малалла тăсать. Кăçал фондра пурĕ 6 миллион тенкĕ ытла пухăннă. Пирĕн округ ку марафона çулсерен хастар хутшăнать, уйрăм çынсем те, предприяти-организацисем те ырă ĕçе хăйсен тỹпине хываççĕ. Çапла майпа сахал мар укçа-тенкĕ пухăнать пухмача, хамăр пухнă нухрат йăлтах хамăрăн округа таврăннă май ачасен ырлăхĕшĕн тата ăнăçлă аталанăвĕшĕн çулсерен сахал мар проект пурнăçа кĕрсе пырать.

— Çак марафон пире пурне те ырă ĕç тума пĕрлештерет. Кăçал та эпир чи активлисенчен пĕри пулнă май Тав хутне тивĕçрĕмĕр. Ырă ĕçе хутшăннă мĕн пур çынна, предприятисемпе организацисен коллективĕсене тав тăватăп, саламлатăп, — терĕ округ пуçлăхĕ Тав çырăвĕпе округ пуçлăхĕн çумне — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникне Владимир Николаева чысланă май.

Федерацин Потребитель прависене тата этем ырлăх-сывлăхне хỹтĕлекен сфера надзорĕн службин Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Светлана Петрянкина ОРВИпе тата гриппа чирлессипе çыхăннă лару-тăру мĕнле шайра пулнипе паллаштарчĕ, чире хирĕç кĕрешес ĕç мĕнле пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Октябрь-ноябрь уйăхĕсене тишкерес пулсан, округра ОРВИпе — 75, пневмонипе 36 çын чирленине регистрациленĕ. Чирлекенсен шучĕ шкул ачисемпе ача садне çỹрекенсен хушшинче те пысăк пулнă. Специалист пĕлтернĕ тăрăх, эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, 2024 çулхи ноябрьтен пуçласа 2025 çулхи март уйăхĕсене лекет. Лару-тăру çивĕчлĕхне кура Светлана Петрянкина вĕренỹ организацийĕсенче массăллă культура тата спорт мероприятийĕсем ирттерессине чакарма е чарма сĕнчĕ. Чиртен упранмалли витĕмлĕ хỹтлĕх мелĕсенчен пĕри — вакцинаци. Хальлĕхе округра халăхăн 46,4 проценчĕ вакцинаци витĕр тухнă.

Округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова 2025 çула пичет кăларăмĕсене çырăнтарас тапхăр мĕнле пыни, вĕренỹ, культура учрежденийĕсем, предприятисемпе организацисем, халăх хаçат-журнала мĕнле çырăнни пирки каласа кăтартрĕ. Кунта çакна та палăртса хăварар. Районти почта çыхăну уйрăмĕсенче пичет кăларăмĕсене 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма йỹнĕ хакпа çырăнтарас тапхăр декабрĕн 2-мĕшĕнчен пуçланать, вăл декабрĕн 12-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта «Елчĕк ен» хаçатăн çур çулхи хакĕ 539,04 вырăнне 498,54 тенкĕ пулĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ вулаканăм, тăван хаçатăмăра «Елчĕк ене» йỹнĕ хакпа çырăнса юлма ĕлкĕрсем! 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта та пĕрле пулар!

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code