Среда, 22 января, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йăлана кĕнĕ ăмăрту

Йăлана кĕнĕ ăмăрту

Сывлăх тĕлĕшĕпе хавшак çынсем хушшинче «Ырăлăх ялавĕ айĕнче» ятпа йĕркелекен йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ.

Малтан сывлăх тĕлĕшĕпе хавшак çынсене кăсăклантаракан ыйтусем тавра çавра сĕтел хушшинче тĕл пулу йĕркеленĕ. Унта округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров, клиент службин ертỹçи Владимир Егоров, тĕп больницăри поликлиника заведующийĕ Алина Патшина, инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн председателĕ Людмила Анисимова хутшăннă. Пĕрлехи калаçура инвалидсене кăсăклантаракан чылай ыйтăва уçăмлатма май килнĕ.

Ун хыççăн спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе ăмăрту йĕркеленĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломсемпе, медальсемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code