Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ертсе пынипе çула çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта округ прокурорĕ Александр Кудряшов та хутшăннă.
Ларура ашшĕ-амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлайманнисен тĕлĕшпе 4 материала пăхса тухнă. Çак ашшĕ-амăшĕсемпе административлă яваплăх пирки ăнлантару ĕçĕсене йĕркеленĕ, вĕсен тĕлĕшпе РФ Кодексĕн административлă право йĕркисене пăснин нормисене пăхăнса тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Комисси çавăн пекех йывăр лару-тăрури ачаллă çемьесене е ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтерессине, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, асăрхавĕсĕр юлнă çула çитмен ачасене тỹрĕ çул çине тăма пулăшас тĕллевпе уйрăм программăсене йĕркелесе хатĕрлессине тата ĕçре усă курассине пăхса тухнă. Ку ыйтупа халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр специалисчĕ Зинаида Орлова тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи çак тапхăрта центр специалисчĕсем 233 çемьепе, 484 çула çитмен ачапа тĕл пулса калаçнă, вĕсене социаллă пулăшупа 717 хутчен тивĕçтернĕ.