Çак вăрăм ĕмĕрте темĕн те курма тиврĕ.
Ачалăхра вăрçă нушине тỹссе ирттертĕмĕр. Вăрçă хыççăн та тепĕр 10 çул пурнăç çăмăл пулмарĕ-ха. Каярахпа тин ял пурнăçĕ майĕпен йĕркеленсе пыма пуçларĕ. Ял халăхĕ ырми-канми ĕçлесе мул пуçтарчĕ, çурт-йĕрне çĕнетрĕ. Патшалăх енчен те пысăк пулăшусем килме пуçларĕç. Шыв башнисем туса лартса ял урамĕсене шыв пăрăхĕсем хурса тухрĕç, шыва колонкăсенчен ăсма пуçларăмăр. Нумайăшĕ хăйсем тăрăшса кил-çурчĕсене шыв кĕртрĕç.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ял кĕрлесе тăратчĕ. Урам тулли ача-пăча, шкултан таврăнсан вĕсем пурте урама выляма тухнă. Колхозра пурин валли те ĕç çитнĕ.
Хăш вăхăтра пурнăç улшăнса кайнине сиссе те юлаймарăмăр. 90-мĕш çулсем хыççăн 10 çула яхăн йывăр тапхăрта пурăнтăмăр. Апла пулин те çĕршыв йывăрлăхсене çĕнтерчĕ, пурнăç йĕркеленсе кайрĕ. Ял пурнăçĕ те хулари шая çитрĕ. Апла пулин те ялта халăх шучĕ чаксах пырать, юлашки çулсенче çакă уйрăмах сисĕнет. Çамрăксем ялта юлманни пăшăрхантарать. Вĕсем хулана тухса каяççĕ те, унта ĕçе вырнаçса хваттерлĕ пулаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара ялта хăйсем ватăличченех кун кунлаççĕ. Эпир çамрăк чухне йăла-йĕрке пачах урăхла пулнă çав. Хальхи ачасем эрнери канмалли кунсенче пĕрре килсе каяççĕ-ха. Анчах çакă ватă çыншăн çителĕксĕр, уншăн кашни кун çамрăксен куçĕ умĕнче пулни тем пекех кирлĕ.
Ялта ватă ашшĕ-амăшне йывăртарах пулнине ăнланакан ачасем те пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, хăйсем пурăнакан вырăнсенче çемйисене хăварсах, ашшĕ-амăшне нумай çул чунтан юратса пăхса тăраççĕ. Елена Васильеван Ирина хĕрĕ пирки калатăп çак сăмахсене. Вăл, Челябинск хулинче пурăнаканскер, ĕçне пăрахсах амăшне пăхма яла таврăнчĕ. Малтан амăшĕн аппăшне — Лидия Чистовăна пăхрĕ. Вăл Иринăн амăшĕ патĕнче пурăнатчĕ, пĕçĕ шăммине хуçтарнă хыççăн вырăнпах выртатчĕ. Ирина ăна виличченех пăхрĕ. Кайран амăшĕ чирлесе ỹкрĕ, унпа та вăл мĕн пурнăçран уйрăличченех юнашар пулчĕ. Ирина амăшĕн хуçалăхне те çирĕп тытса пычĕ, пахча çимĕç лартса ỹстерчĕ, аш-какай валли пăру та, сысна та усрарĕ, питĕ пултаруллă, ĕçчен пулчĕ. Халĕ вăл Челябинска каялла хăй çемйи патне кайнă, ялти çурчĕ пушă, пурăнакан çук. Николайпа Лидия Паллинсене те ватлăхра Лена хĕрĕ пăхрĕ. Пенсие тухсан ашшĕпе амăшĕ патне яла килсе пурăнчĕ. Вĕсем вилнĕ хыççăн тин каялла хулана, хăй çемйи патне кайрĕ. Сергей Григорьев пĕчченех пурăнатчĕ. Сывă чухне те, чирлесен те ăна Вальăпа Елена хĕрĕ лайăх пăхрĕç. Халĕ вĕсен çурчĕ те пушă, ачисен пурин те хăйсен çурчĕсем — вĕсем ялта пурăнаççĕ. Илья Семенов чирлесен ăна ялта хăй хуçалăхĕпе пурăнакан ывăлĕ пăхса тăчĕ, кинĕ те нумай пулăшрĕ. Хальхи вăхăтра Нинăпа Анатолий Никифоровсене аслă хĕрĕ — Вера хăй хỹттине илнĕ. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм ют ялти çемйине хăварса ашшĕ-амăшне пăхма килнĕ. 100 çултан иртнĕ Униççе аппана ялта хăйсен хуçалăхĕсемпе пурăнакан хĕрĕсем черетпе пăхса тăраççĕ.
Халĕ ĕнтĕ ĕлĕкхи йăла пăрахăçа тухса пырать. Ватă ашшĕ-амăшне чирлĕ чухне ывăлĕсем мар, хĕрĕсем пăхаççĕ е вĕсем ваттисен çуртне кайса пурăнаççĕ, унтах вилеççĕ. Вера Воронова, акă, чирлĕ тетĕшне, унтан ватă ашшĕне хăй килне илсе килсе мĕн виличченех куçĕ тĕлĕнчен ямарĕ. Валя Борисовăна Аслă Елчĕкре пурăнакан хĕрĕ хăй çемйине илсе кайнă, ăна вăл пăхса пурăнать. Александр Марышев та хăй тĕллĕн пурăнаймасть, Акчелĕнчи Таня хĕрĕ патĕнче вăл. Анна Смирновăна ывăлĕ пăхаймарĕ, ваттисен çуртне илсе кайрĕç, унтах вилчĕ вăл.
Çакна калас килет, Çỹлти Турă ватлăхри кун-çула тỹлек те лăпкă, ачасемпе юнашар пурăнса ирттерме пиллетĕрччĕ, ырă вилĕм патăрччĕ.
О.МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Таяпа Энтри ялĕ.