Воскресенье, 16 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — вăй

Пĕрлĕхре — вăй

Аслă Пăла Тимешĕнчи Чкалов урамĕнче пурăнакансем «Пуçару бюджечĕ» программăна хутшăнса касри çула сарма шут тытрĕç. Çурхи, кĕрхи йĕпе-сапара урама машинăсемпе кĕрсе тухма май çук. Проектпа пăхнă смета хакĕ 356160 тенкĕ (10 процентне халăх пуçтарать).

Çавăн пекех ял халăхĕ пушар резервуарĕ валли емкость илме 77696 тенкĕ укçа пуçтарать. «Пĕрлĕхре — вăй» — тенĕ. Аслă Пăла Тимешсем те çакна ĕçпе кăтартаççĕ.

З.ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code