Воскресенье, 16 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Теллинсен çемйине чысланă

Теллинсен çемйине чысланă

Шупашкарта муниципалитет тапхăрĕнчи «Çулталăкри çемье — 2024» конкурсра çĕнтернисене чысланă. Елчĕк муниципалитет округĕн чысне республикăри конкурсра Кавалти Теллинсен çемйи хỹтĕленĕ.

Хастар çемье пирки вулакан та тĕплĕнрех пĕлтĕр: кил хуçи — Вениамин Борисович Ю.Н.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тĕп инженер. Унăн мăшăрĕ — Людмила Николаевна — «Прогресс» АХОра ветеринари фельдшерĕ пулса вăй хурать. Вĕсем 3 ывăл çуратса ỹстернĕ, иккĕшĕ хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ, çамрăк аслашшĕпе асламăшне Рома мăнукĕ савăнтарать. Виççĕмĕш ывăлĕ Раççей Геройĕ Н.А.Петров ячĕллĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code