Патреккелти тĕп шкулта 4-мĕш класра вĕренекенсем класс ертỹçи пулăшнипе класс сехетĕнче финанс пĕлĕвĕпе çыхăннă темăпа калаçу йĕркеленĕ. Шкул ачисем урокра уйрăмах укçа-тенкĕпе мĕнле пĕлсе усă курмаллине ăса хывнă.
Финанс тĕлĕшĕнчен ăста çын пулни паян пурне те кирлĕ. Çын хăйĕн укçи-тенкине тĕрлĕ майсемпе çухатма пултарнине, ултавçăсенчен мĕнле сыхланмаллине, финанс пирамидисен мелĕсемпе тĕсĕсенчен асăрханмаллине те пурин те пĕлмелле.