Среда, 19 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье пуртан патшалăх çирĕп

Çемье пуртан патшалăх çирĕп

Анне каласа панă тĕслĕхе астăватăп: «Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса пĕрлешеççĕ, çемье çавăраççĕ. Туй-çăнăхта иртсе кайсан пĕрремĕш вырсарникун çамрăк мăшăр пасара каять. Халăх йĕри-тавра хĕвĕшет, шавлать. Çĕнĕ кĕрỹ хирĕç пулакан хĕрсене курсан шухăшлать:

— Эпĕ авланиччен ăçта пулнă-ши çак чиперккесем? Ух! Ух!

Çĕнĕ кин упăшки хĕрсем çине ăмсанса пăхнине асăрхаса хăй ăшĕнче шутлать:

— Эх! Чăрăш Павăлнех качча каймаллаччĕ. Вăл лăпкăрах».

Çапла! Пурнăç вăл ĕлĕк-авал та ула-чăла тумтир пек тĕрлĕрен тĕслĕ пулнă. Иртĕнсе, аскăнланса пурăнасси Адампа Евăран пуçланнă. Анчах та Турă ывăлĕ çĕр çине киличченех тĕшмĕше ĕненсе пурăнакан çынсем (язычниксем) çемьене тĕп вырăна хунă. Çемье тымарне упранă, аталантарнă. Ача нумай çурални çемьешĕн тĕп тĕллев, пуянлăх шутланнă. Патша саманинче çамрăк мăшăра венчете тăратнă. Уйрăлас пирки сăмах та пулман — чиркỹ ирĕк паман. Енчен те арăмĕ е упăшки аскăнланса çỹресен анчах вĕсене уйăрнă. Арăмĕ айăплă пулсан унăн качча кайма е упăшки айăплă пулсан авланма юраман. Тепĕр хут венчете тăратман. Енчен те мăшăрсенчен пĕри хыпарсăр çухалсан е вилсен сыввине качча кайма, авланма ирĕк панă.

Паянхи кун мĕнле лару-тăру? Лайăх тесе калама çук. 2024 çулăн малтанхи ултă уйăхĕсенче 360 пин ытларах мăшăр пĕрлешнĕ. 318 пин ытларах мăшăр уйрăлнă. Кашни çул 600-700 пин çемье саланать. 2024 çулта (Çемье çулталăкĕ!) уйрăлакан мăшăрсен шучĕ ỹснĕ. Пĕрлешнĕ вунă мăшăртан çичĕ мăшăр уйрăлнă.

ВЦИОМ (всероссийский центр исследования общественного мнения) пĕлтернĕ тăрăх, мăшăрсем çак сăлтавсене пула час-час уйрăлаççĕ:

— финанс йывăрлăхĕсем пулнăран — 46%

— çемьери хирĕçỹсем пур тата пĕр-пĕрне ăнланманни, хисеплеменни пирки — 31%

— çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма хатĕр мар пирки — 12%.

Пĕр вичкĕн чĕлхеллĕ çын ЗАГС сăмаха ГДРПР сăмахпа улăштарма сĕнет: государственный дом регистраций предварительных разводов. Хваттер е уйрăм çурт илме укçа çук — ирĕксĕрех ипотека, кредит илсе мăй çине финанс сỹсменне тăхăнмалла. Ача çуратасси пирки шутламалла мар — ипотека, кредит тỹлемелле. Çие ан юлтăр тесен аптекăран презерватив, таблеткăсем илмелле мар — кредит пулăшать.

Мăшăрсем ача укçи тата хваттер илесшĕн те уйрăлаççĕ. Енчен те упăшкипе арăмĕн ĕç укçи палăртнă çемье тупăшĕ енчен пысăк пулсан, ача укçи тивĕçмест. Ку лару-тăрура уйрăлни пулăшать. Енчен те çемьере виçĕ ача пулсан «тăлăх арăма» хваттер параççĕ. Арçынни ниçта та каймасть, пĕрлех пурăнать. Хут çинче упăшка мар, киле кĕнĕ арçын, еркĕн. Лайăх-и? Лайăх! Анчах ачисем ашшĕ-амăшĕнчен улталаса, икĕ питленсе пурăнма вĕренеççĕ.

Пĕрлешсе кайран уйрăлни — хуçалăх тата укçа тенкĕ енчен çителĕклĕ пурнăçпа пурăнмалли мел. Патшалăх хăй «пулăшать» çакăн пек ултавлă ĕç тума.

Ачасем пирки. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачасене ĕçлеме шкул программи тăрăх вĕрентмелле тесе шутлаççĕ пуль. Ĕçлеме çемьере хăнăхтармалла. Ача садне кайиччен кашăк тытса апат çиме вĕренмен, шкула çỹре пуçласан пушмак шнуркине çыхма пултарайман ачаран пархатар пулать-ши? Вунă-вуникĕ çулхи хĕр ача алă-ура чĕрнисене сăрласа, тути, сăмси çине ункă çакса ярса çỹрени вырăнлă-и? Мана хирĕçлесе калакансем пулаççех:

— Ним те мар — иртсе каять вăл йăла-йĕрке.

Сăмса, тута çине ункисене çакмĕç. Ункă вырăнне кĕлеткен тĕрлĕ пайĕ çине чечексем, хĕрессем ỹкерсе хурĕç.

Турă кĕнеки çинче çырнă пĕр хайлава аса илни вырăнлă пуль тетĕп. Пурăннă пĕр патша, ăслă-тăнлă çын. Хăй патне пынă çынсене пулăшнă, вĕрентнĕ, çынсене усă тунă. Çак патша патне пĕр çамрăк хĕрарăм кăкăр ачине йăтса пырать.

— Патша, — тет, — кала-ха, манăн çак ачана хăçан вĕрентме, пурăнма хăнăхтармалла?

— Ачу миçе уйăхра? — ыйтать патша.

— Виçĕ уйăхра, — хуравлать хĕрарăм.

— Эсĕ виçĕ уйăх кая юлнă.

Турă Адампа Евăна райран çĕр çине антарса янă чухне:

— Çĕр çинче ĕçлĕр, ĕрчĕр, — тенĕ.

Енчен те çын ачине выльăхсем хушшинче ỹстерсен вăл выльăх пек пулать. Кĕлетки анчах çыннăнни пек пулать. Çын ĕçре çуралать.

Мăшăрсене уйрăлма хистекен тата тепĕр сăлтав пур. Кăмăл-туйăмсем (характер) пĕр пек мар иккен. Çĕр çинче пĕр пек ăс-тăнлă, шухăш-кăмăллă çын çук. Пĕрлешиччен мĕн çинчен шухăшланă? Аскăнлăхпа ясарлăх ăс-тăна хупланă-ши? Çакăн пек çемьесене аркатма хистекенни — эгоизм! Çын хăйне çеç юратни, мала хуни ура хурать, ун евĕр çынна çемьере йывăр. Пĕчĕкрен ачашланса ỹснĕ ачасем çирĕп çемье çавăраймаççĕ.

Ачаллă мăшăр уйрăлсан тăлăх арăма йывăр пулать. Тен, çавна пулах хĕрарăмсен ытларах пайĕ çемьене упраса хăварма тăрăшаççĕ. Шел, пурте мар — чăтăмлăх йăшса пырать.

Арçынсем пирки. Пурнăç çулĕ çинче тĕл пулакан пĕтĕм хĕрарăма курсан пуçа çухатмалла мар, çемьене, Турă панă мăшăра упрамалла. Кайран, вăй-хал пĕтсен, арçын илĕртỹсĕр. Чун ăшши те сĕврĕлет. Кама кирлĕ вăл ун чухне?

Çĕршыва упрама, ăна сыхлама паян алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç тăни çеç çителĕксĕр. Çемьесене те упрама пĕлмелле. Мăшăр хушшине ютти, виççĕмĕшĕ ан кĕтĕр. Кашни килте ача сасси янăратăр. Ачасем пирĕн пуласлăх, çĕршывăн пуласлăхĕ, мухтавĕ. Камшăн ĕçлесе пурăнмалла пирĕн? Ачасемшĕн! Камшăн вăрçăра пирĕн салтаксем тăшманпа çапăçса аманаççĕ, вилеççĕ? Ачасемшĕн!

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code