Суббота, 19 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурт çĕкленĕ, йывăç лартнă…

Çурт çĕкленĕ, йывăç лартнă…

Аслă Елчĕк ялĕнчи Николай Петрович Молоствов чаплă пурнăç шыраса тĕнче «касса» çỹремен: «ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă» евĕр. Ашшĕпе амăшĕ, Петр Ивановичпа Мария Семеновна, çĕр ĕçченĕсем пулнăран, çичĕ ачине те çăкăр тарпа пиçнине мĕн пĕчĕкрен вĕрентнĕ.

Николай Оренбург облаçĕнчи Троицкри 17-мĕш номерлĕ СПТУра тракториста вĕренсен çав тăрăхра çерем уçнă çĕрте вăй хурать. Чăваш ачи кĕске тапхăртах хастарлăхпа палăрнине «РСФСРти Хура тăпраллă мар зонăри çĕрсене çĕнетнĕшĕн» (1983 ç.) медальпе наградăланиех çирĕплетет. Унтанах икĕ çуллăха çар ретне илеççĕ ăна.

Салтак тумне хывсан Николай Петрович Ленин ячĕллĕ колхозра трактор штурвалĕ умне ларать.

— Ун чухне ĕçлекенсен йышĕ пысăкчĕ, — иртнине мала кăларать ĕç ветеранĕ, — вĕсем хушшинче сумлă, опытлă механизаторсем те сахал мар пулнă. Эпĕ уйрăмах республикăра палăрнă Сергей Сосновпа Виталий Райкова сăнаттăм. Епле вăр-вар, тĕплĕччĕ-ха. Çамрăксем вĕсенчен вĕренсе пынă эпир.

Районти «Сельхозхими» пĕрлешĕве куçсан хăй те наставниксен йышне кĕрет, «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăсене тивĕçет. Ара, 40 çул ытла вăй хунă техника маçтăрĕнчен вĕренмелли пулнах. Ырă кăмăлне кура та ун патне туртăннах ĕнтĕ çамрăксем.

— Хальхи техника юмахри пек, — ĕлĕкхине çине-çинех аса илмесĕр пултараймасть Коля тете. — Ун чухне трактора чĕн пиçиххипе туртса хускатмаллаччĕ. Шартлама сивĕре радиаторта шыв шăнса ларсан паяльникпе ăшăтнă. Тарланă, шăннă, юр çине выртса юсанă техникăна.

Трактористăн ĕç переченĕ те тем вăрăмăш: ака-вырма ĕçĕсене хутшăннă, тăван хуçалăхра вăл суха туман пĕр тăваткал метр та юлман, Тĕпсĕр кỹлĕрен торф кăларнă, вăрман турттарнă, хĕлле унтан килмен те темелле…

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Николай Петровичпа Александра Ивановна Молоствовсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнĕ. Хисеплĕ мăшăра ылтăн туйпа ЗАГС пайĕнче округ тата территори пайĕн администрацийĕсен ертỹлĕхĕ, тăванĕсем, ачисем саламланă.

Çемьере Николай чи асли пулнăран уйрăлса тухмалли те куç кĕретех. Çапла вара 1976 çулта Тябуков урамĕн пĕр вĕçĕнче, тарăн çырма хĕрринче, çурт лартаççĕ Молоствовсем. Вырăнне укçа тỹлесе илнĕ.

Кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх иртнĕ. Çулсем те ылмашăнса пынă. Çыранăн вара чарăнăвĕ çук: ишĕлет те ишĕлет. Молоствовсем никамран та пулăшу кĕтмен — хăйсем тĕллĕнех тĕрлĕ майпа кĕрешме пикеннĕ. Çыран ишĕлесрен машина-трактор кустăрмисене тĕревлесе вырнаçтараççĕ, çатан карта тытаççĕ, тăпра турттарса çирĕплетеççĕ, çурхи-кĕрхи тапхăрсенче вун-вун йывăç лартаççĕ.

Халĕ унта — вăрман. Çавнашкал тĕлĕнмелле пысăк ĕç тума пултарнăран хăйсем те тĕлĕнеççĕ паян. «Молоствовсем пулман пулсан тахçанах çырмана каяттăмăр», — çулсем иртнĕ май каланă пĕр касрисем. Халĕ çурт çывăхĕнчи мăн йывăçсене касмалли ыйту çивĕчлĕхĕ пур.

Александра Ивановна хăйĕн ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттернĕ. 68 çула çитиччен, çур ĕмĕр ытла сысна çăвăрлаттаракан операторта тăрăшнă. Çав вăхăтрах ытти ĕçрен те пăрăнса юлман. Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн хисеплĕ колхозници вăл.

Молоствовсем хăйсен хуçалăхĕнче те сахал мар выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ: виçĕ качака, сурăхсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп. «Вĕсем киленĕç кăна», — пушă вăхăта усăллă ирттерме май пурришĕн кăмăллă мăшăр.

Пушă вăхăчĕ çук та пулĕ. Саня аппа выльăхсемпе тăрмашнă хыççăн ал ĕçне пикенет. Темĕн те çыхма, тĕрлеме ăста вăл. Иртнĕ эрнере 75 çулне кĕтсе илнĕ Коля тете фермерсем патĕнче кĕтнĕ çын — унăн пулăшăвĕ те кирлех иккен. Хăш-пĕр чухне каçсерен хут купăсне ярса илет те, пỹрте мăшăр сасă илемĕ тулать. Мăнукĕсем килсен те, çиччĕн вĕсем, чăваш юррисĕр ниепле те май килмест: хистесех сĕнеççĕ юрлама. Сăмах май, Молоствовсем сценăран ют мар. Унччентерех ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Чăнкă инкесем» пултарулăх ушкăнне çỹренĕ чылай çул. Шупашкара Виталий Адюков, Надина юрăçсен концерчĕсене те йыхравланă вĕсене. Халĕ ялта культура вучахĕ сỹннишĕн кулянăвне пытармаççĕ.

Килĕшỹпе татулăхра пурăнакан Николайпа Александра Молоствовсем çỹпçипе хупăлчи пек. Пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланаççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçăвĕнче те сăпайлăх палăрать, ял çыннисемпе уçă хутшăнура. Кăмăл-сипетри паха енсене ачисенче те «акнă» вĕсем: улми йывăççинчен аякка ỹкмен. Виççĕшĕ те пурнăçне строительствăпа çыхăнтарнă. Асли, Андриян, инженер-проектировщик, Марина — штукатур-маляр, Александр монолит çурт хăпартакан.

«Мĕн кĕтетĕр пурнăçран?» — ыйтăва çапларах хуравларĕç ашшĕпе амăшĕ:

  • Мăнуксем çемье çавăрнине курасчĕ. Çĕр çинче тăнăç пурнăç пултăр.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code