Четверг, 23 января, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ çулхи бюджета çирĕплетрĕç

Виçĕ çулхи бюджета çирĕплетрĕç

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 9 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах депутатсем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2025 тата планпа пăхнă 2026, 2027 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» проекта йышăнчĕç. Йышăну проекчĕпе округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Округăн 2025 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 622,1 млн, 2026 çулта — 531,2 млн, 2027 çулта — 540 млн тенкĕпе, расхутсен пайĕ 2025 çулта — 622,1 млн, 2026 çулта — 531,2 млн, 2027 çулта — 540 млн тенкĕпе танлашĕ.

Бюджетăн пысăк пайĕ округăн социаллă пурнăçĕпе культурине аталантарма тăкакланĕ. 2025 çулта унăн калапăшĕ 431,1 млн тенкĕпе танлашĕ (пĕтĕмĕшле бюджет тăкакĕсен калăпăшĕн 69,3 проценчĕ). Çак шутра вĕренĕве аталантарма — 334,9 млн тенкĕ, культурăна тĕревлеме — 57,4 млн тенкĕ, социаллă политикăна аталантарма — 17,7 млн тенкĕ, физкультурăпа спорт уйăрма — 21,1 млн тенкĕ тăкакланĕ.

Бюджет проекчĕсене маларах тĕплĕн тишкерсе сỹтсе явнă.

Малалла депутатсем 2025 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе тата 2026-2027 çулсенче муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли тĕп направленисене палăртассипе çыхăннă прогнозлă плана çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарчĕ.

Территори общество хăй тытăмлăхне аталантармалли (ТОС) стратеги проекчĕпе килĕшỹллĕн, ялсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пĕр шайлă управлени тытăмĕ çине куçса пыраççĕ. Вĕсем халăх влаçĕн витĕмлĕ инструменчĕ пулса пыраççĕ. Проектпа килĕшỹллĕн округра чи малтан «Белоозерский» ТОС йĕркеленчĕ. Вăл тивĕçлĕ аталанса пырать, конкурссене хастар хутшăнать. 2023 çулта çак коммерциллĕ мар организаци «Лучшая муниципальная практика» конкурса хутшăнса 294 пин ытла укçа-тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çак тĕллевлĕ нухратпа ноутбук, сĕтел-пукан тата ытти хатĕр туяннă, депутатсем çирĕплетнипе хатĕрсене организацине куçарса пама йышăну турĕç.

Малалла депутатсем «Янаш» (Таяпа Энтри), «Аранчеево» (Чăваш Тăрăм), «Тимеш» (Анатри Тимеш) ТОСсен чиккисене çирĕплетессипе çыхăннă проектсене йышăнчĕç, Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн 2024 çулхи августăн 22-мĕшĕнчи 6Ỹ8-с номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code