Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Чăваш Республикин Правительствин ĕç-хĕлĕнче культура тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăнипе мăнаçланмалăх пур. Ман шутпа, кăçал культура отраслĕ уйрăмах малалла туртăнчĕ».
Юлашки çулсенче ялти вулавăшсем чăннипех культурăпа çут ĕç центрĕсем пулса тăчĕç. Вĕсене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса туллин çĕнетсе улăштарни çапла çирĕплетме хистет.
Иртнĕ кунсенче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче паянхи требованисене тивĕçтерекен модельлĕ библиотека уçăлчĕ. Тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме уйăрнă сумма — 5319148,94 тенкĕ, çав шутран муниципалитет бюджетĕнчен — 319148,94 тенкĕ. 135,3 тăваткал метр йышăнакан вулавăша çирĕм çул ытла юсаман. Халĕ вăл «Кил ăшши» информаципе çут ĕç центрĕ пулса тăчĕ. Вулакан кунта пырса кĕрсен хăйне урăх тĕнчене лекнĕн туйса илĕ. Вăл уйрăм зонăсемпе — тăван тавралăх кĕтесĕпе, уçă тĕпел-трансформер залпа, ача-пăча пултарулăхĕн пỹлĕмĕпе, ăс-хакăл центрĕпе паллашĕ.
Атьăр-ха, «Улах кĕтесĕ» ятлăскере пĕрле кĕрсе тухар-ха. Асăннă центра чăваш йăли-йĕркисене шута илсе йĕркеленĕ, мĕншĕн тесен ĕлĕк кĕркуннепе хĕллехи вăрăм каçсенче çамрăксем улахсенче вăхăтне ирттернĕ. Кунта вĕсем сăмах-юмах янă май ал ĕçĕ тунă, вылянă, шỹтленĕ, юратăвĕсене те çавăнтах тупнă. Паян çав ырă пулăмсене çĕнĕ форматпа малалла тăсма май пур: çамрăксен «Ахах» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ, вăл тавра пĕлỹ каçĕсенче округри халăхăн культурине сарассипе хăйĕн пултарулăхне кăтартĕ.
Уçă фонд, тĕрлĕ формăллă сентресем, сĕтелсемпе пукансем, мультимедиа обородованийĕсем — çаксем пурте вулавăшра вăхăта ирттерессине кăсăклă тăвас ĕç хатĕрĕсем. Кунтах интернетпа çыхăннă икĕ компьютер, пĕр ноутбук, пичетлемелли техника, электронлă изданисем… Вулакансем «Патшалăх пулăшăвĕ» порталпа, «Консультант Плюс» право тытăмĕпе, электронлă библиотекăпа тата каталогпа усă курма пултараççĕ.
— Çирĕклĕ Шăхалĕнче çĕнелсе уçăлнă тĕслĕхлĕ библиотека ку ял çыннисемшĕн çеç мар, пĕтĕм округшăн паллă пулăм, — палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый. — Тĕрлĕ ялсенчи тĕрлĕ ăру çыннисене пуçтарĕ вăл малашне хăй патне. Нумай функциллĕ центрта, пурте курса ĕнентĕмĕр ĕнтĕ, кирлĕ информаци илме, вулама, канма пĕтĕм услови пур. Вăл чăннипех ăс-хакăл вучахĕ пулса юласса шанас килет.
Çакнашкал чаплă вулавăш йĕркелесе уçма пулăшнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, культура министрне Светлана Каликовăна, Чăваш наци библиотекин специалисчĕсене чĕререн тав тăватăп.
Юрă-ташă, сăвă çемĕсем мероприятин пĕлтерĕшне пушшех ỹстерчĕç.
ШУХĂШСЕМ:
Зинаида МИХЕЕВА, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул вĕрентекенĕ:
— Округра пуçласа çакăн пек ăс-хакăл центрĕ уçни — пĕлтерĕшлĕ событи. Мана «Тăван тавралăх кĕтесĕ», «Улах кĕтесĕ» зонăсем уйрăмах çывăх. Малашне ăсталăх класĕсем, интерактивлă уроксем, ытти кăсăклă мероприятисем те йĕркелеме пултарăпăр. Паллах, вĕсем пурте чăвашла иртĕç.
Ирина ПАВЛОВА, студентка:
— Библиотека тĕрлĕ çĕнĕ хатĕрпе пуянланнă пулин те, кĕнеке пур пĕрех тĕп атрибут пулса юлать. Унсăр çыннăн историйĕ те, культури те çук. Унпа пĕрле эпир хамăрăн иртнине, паянхине тата малашнехине упраса хăваратпăр. Кашниех туслă пулар кĕнекепе.
Ольга АРХИПОВА,
Елчĕкри тĕп вулавăшри пай заведующийĕ.