Республикăри, çав шутра Елчĕк муниципалитет округĕнчи аграрисем те производствăна энергипе тивĕçтерессинчи кăтартусене çулран-çул лайăхлатса пыраççĕ.
— Трактор-машина паркĕсене çĕнетес ĕç малалла пырать, — тесе пĕлтерет Чăваш Республикинчи техника асăрхавĕн ертỹçи Владимир Димитриев.
Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви АПК организацийĕсем техникăпа оборудовани туяннин тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма 494,1 миллион тенкĕлĕх субсиди памалли хушма заявкăсене патшалăх порталĕ урлă йышăнать. Çак укçа-тенкĕпе усă курса тата 300 единица чухлĕ техника туянма пулĕ.
Çавăн пекех ял хуçалăх культурисене туса илнин тăкакĕсене — 30, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнин, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернин, пĕр вăхăтрах ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илнин — 45, хăмла çитĕнтернин 50 проценчĕ таран саплаштараççĕ.
Чăваш Республикин Правительстви 2020 çулта ял хуçалăх техникине модернизацилемелли программа йышăннă. Унтанпа трактор-машина туянма ял хуçалăх организацийĕсене субсиди уйăрса параççĕ. Çакна кура техника энергийĕн хăватне 30 процент ытларах пысăклатма май килнĕ. Халĕ вăл 790 пин лаша вăйĕпе танлашать.